Усала тымар яма чăрмантар
Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ - юлашки çулсенче наркомани этемлĕхшĕн чăн-чăн инкек пулса тăчĕ. Çак усал кашни çыннах пырса тивме, пысăк сăтăр тума пултарать. Телее, Чăваш Енре наркоманипе çыхăннă лару-тăру çивĕчлĕхĕ палăрмасть-ха. «Республикăра наркоманипе çыхăннă лару-тăрăва сăнасах тăратпăр. Пирĕн паянхи тĕллев - çак усала тарăн тымар яма чăрмантарасси», - терĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи наркотиксене хирĕç кĕрешекен комисси ларăвне уçнă май.