Комментировать

25 Авг, 2015

Ветеринарсем хăйсен ĕçне пурнăçлаççĕ

  • Сулахайран, пĕрремĕш ретре: Г.Евдокимова тĕп ветврач /«Новый путь» ЯХПК/, С.Яковлева ветврач, О.Андреева тĕп бухгалтер, пуçлăх заместителĕ Л.Львова, ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи С.Скворцов, учреждени пуçлăхĕ В.Афанасьев, И.Никифоров заведующи /Вырăс Сурăм/, В.Яковлева ветврач, Л.Павлова фельдшер /Вырăс Сурăм/; иккĕмĕш ретре: Л.Тарасова заведующи /Мăн Этмен/, Л.Шленская фельдшер /Ураскилт/, ветаптека заведующийĕ О.Павлова /Элĕк/, Л.Ивановская заведующи /Элĕк/, Ф.Андреева фельдшер /Ехремкасси/, Э.Ефимова заведующи /Юнтапа/, Г.Афанасьева фельдшер /Кĕçĕн Тăван/, Л.Андреев водитель, Л.Калмыкова заведующи /Ураскилт/, А.Павлова заведующи /Крымсарайккă/, М.Ефимова фельдшер /Мăн Этмен/; виççĕмĕш ретре: Л.Ананьева бухгалтер, Г.Павлов фельдшер /Крымсарайккă/, И.Кириллова ветсанитар, В.Осипова фельдшер /Элĕк/, С.Никонова фельдшер /Юнтапа/, Т.Гордеева заведующи /Чăваш Сурăм/, В.Николаев ветврач, В.Афанасьев водитель, К.Васильев заведующи /Ехремкасси/.

Элĕк районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци коллективĕ килти хуçалăхсенчен пухакан сĕт пахалăхне тĕрĕслессишĕн нумай ĕç тăвать.

- Паянхи куна продукцирен 1150 тĕслĕх илсе тишкертĕмĕр, - пĕлтерчĕ учреждени пуçлăхĕн заместителĕ Лариса Львова. - Вĕсен 16,5: ĕне усракансем сĕте шыв хушнине çирĕплетрĕ. Чĕртавара начарлатакансем март уйăхĕнче 19: йышăнатчĕç. Çынсенчен пахалăхшăн ыйтма тытăнсан витрене шыв чăмтаракансем сахалланчĕç.

Ветстанцин 10 уйрăмĕн специалисчĕсем кашни уйăхра тĕслĕх икĕ хут илеççĕ. Вĕсене ветлабораторие графикпа килĕшÿллĕн илсе килеççĕ. Специалистсем «Клевер-2» аппаратпа тĕпчеççĕ. Ку ĕçе Вера Яковлева ветврач йĕркелет.

- Сĕтĕн çупа белок шайĕ, çăралăхĕн тата çусăр типĕ сĕт юлашкин /СОМО/ хисепĕ норматива тивĕçтерет, - терĕ Лариса Николаевна. - Килти хуçалăхсенчен ытларахăшĕн çу хисепĕ Министрсен Кабинечĕ йышăннă никĕсрен /3,4:/ пысăкрах.

Апла пулин те продукци пуçтаракансем сĕт сутакансене çу хисепне кура тÿлеме пуçламан-ха. Вĕсем килти хуçалăхсемпе продукци туянасси пирки 645 килĕшÿ тунă. «Хушса тÿлемесен ăна çирĕплетни пире мĕн тума кирлĕ?» - ыйтаççĕ ĕне тытакансем.

Çапла пĕтĕмлетес килет: ветеринарсем килти хуçалăхсенчен пухакан сĕт пахалăхне вăхăтра палăртаççĕ. Продукци пуçтаракан тытăмсем унăн çу хисепне тĕпе хурса тÿлемеççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.