Уçă влаç ­‐ вăйлă республика

25 Авг, 2015

Правительствăпа республикăра пурăнакансен хушшинчи тухăçлă диалог Чăваш Енĕн патшалăх политикин никĕсĕ пулни паллă.

Общество кĕтнине тивĕçтересси, çынсен çивĕч ыйтăвĕсемпе пайăррăн ĕçлесси, вĕсен пурнăçĕнчи улшăнусемпе пĕрле улшăнса пырасси - регион Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çак шухăша Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев палăртрĕ. Правительствăпа çынсен диалогĕ Чăваш Енĕн малашнехи аталанăвне пулăшасси çинчен Михаил Игнатьев пирĕн хаçата каласа пачĕ.

- Михаил Васильевич, паян именмесĕрех калама пулать: пирĕн Чăваш Енре малашлăха шанăçпа пăхмалли кăна мар, мăнаçланмалли сăлтавсем те пур. Анчах эсир ăнăçусем пирки мар, малашлăх тĕллевсем çинчен калаçмалла тетĕр. Вĕсенчен хăшĕсем чи çивĕч ыйтусем?

- Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, ĕç укçине ÿстересси, хаклă мар çурт-йĕр строительстви, лайăх медицина пулăшăвĕ, ялсенчи ĕçлемелли тата йĕркеллĕ пурăнмалли майсем - çак çул-йĕр çинчи лайăх кăтартусем Чăваш Ене - аталанма, пирĕн граждансене малашлăха шанма пулăшаççĕ.

Çав вăхăтрах çакна та туятăп: асăннă ыйтусене татса панипе пĕрлех çынсем хăйсен ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕрех пуласса кĕтеççĕ. Обществăна пархатарлă улшăнусем хăвăртрах кирлĕ, çавăнпа влаç ĕçĕ тĕлĕшпе те требованисем çирĕп. Акă мĕншĕн социаллă пурнăçпа экономикăри анлă тĕллевсемпе пĕрлех эпĕ тепĕр çул-йĕре те куратăп - ăна татса парасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иккĕленместĕп: хамăрăн регионта пурăнакансемпе тачă çыхăну тытмасан, вĕсемпе хутшăнмасан социаллă пурнăçпа экономикăри чи малтан пурнăçламалли проектсем те лакса ларĕç. Социаллă пĕлтерĕшлĕ кирек хăш обĕекта, влаçăн çынсем хăйсене мĕнле туяссине пырса тивекен кашни утăмне халăх обязательнăй йĕркепе инспекцилеме тивĕç. Ку ансат çул мар, эппин, улшăнакан лару-тăрăва хăвăртрах шута илмелле, камшăн ĕçлетпĕр, вĕсене - Чăваш Енре пурăнакансене - хамăр ĕçе явăçтармалла. Çак йĕрке пур çĕрте те тата яланах пулмалла.

- Кунашкал шухăш мĕн çинче никĕсленет?

- Республика ертÿçинче пилĕк çул ĕçлетĕп, çак тапхăрта пĕрлехи управлени процесне, ăнăçу пултăр тесе йышăнусем тумалли пĕрлехи ĕçе пуçаруллă çынсене явăçтарсан пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ нумай ыйтăва хăвăртрах тата тухăçлăхрах татса панин тĕслĕхĕсене пайтах курнă. Ĕçшĕн çунакансене пурне те тав тăватăп. Вĕсен конструктивлă нумай сĕнĕвĕпе йышăнусем тунă чух усă куратпăр, ĕçе тÿрлетÿсем кĕртетпĕр. Çакăн кăтартăвĕ - юлашки пилĕк çулта алă пуснă пĕр саккуна та пăрахăçламанни. Çакă - республикăра йĕркеленекен саккунсен никĕсĕн тухăçлăхĕн тĕп палли. Вăл пире республикăн мĕнпур гражданĕшĕн пĕрешкел условисем йĕркелеме май парать, кашни çыннăн тăнăçлăхĕпе ырлăхĕн никĕсĕ пулса тăрать.

Çавăнпа та эпĕ регионăн влаç органĕсен ĕç-хĕлĕнче çак çул-йĕре упраса хăвармалла кăна мар, палăрмаллах вăйлатмалла тесе шухăшлатăп.

 

Эпир те - халăхран

- Чиновник халăхран инçе - çак шухăша темиçе çул каялла кăна-ха республикăра пурăнакан ахаль çынсем те, чиновниксем хăйсем те йĕркеллĕ тесе йышăннă. Çирĕпленнĕ стереотипа мĕнле улăштарасшăн?

- Влаçа килсен хăшĕсем хăйсем регионăн ыттисемпе пĕр шайри çыннисем пулнине маннине эпĕ хам та пĕрре кăна мар курнă.

Должноçа ларнă хыççăнах уйрăм ертÿçĕсем хăйсем шантарнине пĕтĕмпех çÿп-çап витрине пенĕ, çынсен ыйтăвĕсене татса пама пăрахнă. Ахаль çынсемпе тĕл пуласси вĕсен шайĕ мар имĕш, çавнашкал пуçлăхсем патне йышăнăва лекмешкĕн те май çук... Çакна пула, çынсен вĕчĕрхенÿ капланать, ертÿçĕсене шанма пăрахаççĕ.

Эпĕ çак лару-тăрăва тĕпрен улăштарма тĕллев лартрăм. Правительствăн хăйĕн кашни утăмне уçă та ăнланмалла тумаллаччĕ. Паян халăх çивĕч ыйтусене çĕнĕлле татса панине курасшăн. Пирĕн çынсем кĕтнине шута илмеллех.

- Мĕнле майпа?

- Манăн шухăшпа - уççăнлăхăн чи тухăçлă механизмĕсем валли ансат технологисен пуххи пур. Пĕрремĕшĕ - информаципе туллин тата вăхăтра тивĕçтерни. Мĕншĕн тесен диалога хутшăнакансем тĕрлĕ кăтартăва тĕпе хураççĕ-тĕк - влаçпа обществăн, влаçпа бизнесăн нимĕнле хутшăнăвĕ те пулма пултараймасть. Хамăрăн ĕç, хамăрăн пуçарусем çинчен мĕн чухлĕ ытларах, ăнланмалларах тата вăхăтра каласа паратпăр - çынсенчен те çавăн чухлĕ ытларах кĕтме юрать.

Ку енĕпе нумай ĕç тунă ĕнтĕ. Эпĕ, министрсем, патшалăх тытăмĕсен ертÿçисем республикăри хуласемпе районсенче пурăнакансемпе, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсемпе эрнесерен курнăçатпăр. Çакă çынсем мĕнле пурăннине курма кăна май памасть. Чи малтанах çынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене илеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсемпе уççăн калаçатпăр, мĕнпур ыйтăва чуна уçса хуравлатпăр.

Юлашки икĕ çулта кăна эпĕ республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çынсемпе пине яхăн тĕлпулу ирттернĕ. Пур çĕрте те диалога хатĕр çынсене куратăп, вĕсем ыйтусем параççĕ кăна мар, хăйсен пурнăçĕнче тухса тăракан çивĕч ыйтусене татса памалли вариантсене те сĕнеççĕ. Эпир - влаç - çынсене хамăр çинчен ытларах тата оперативлăрах каласа пама тытăнни те çапла тума пулăшрĕ.

- Апла пулин те кашнинпе уйрăммăн тĕл пулса кăна пурин­пе те калаçаймăн...

- Влаç органĕсен, чиновниксен ĕçне обществăшăн май пур таран уçă тăвасси - республикăра паян пурнăçлакан улшăнусен тĕп тĕллевĕ. Çакă, манăн шухăшпа, питĕ тĕрĕс, мĕншĕн тесен çакнашкал уççăнлăх общество влаçсене шанассине çирĕплетме тивĕç. Çапла тумашкăн, паллах, массăллă информаци хатĕрĕсемшĕн уçă пулмалла, журналистсемпе хутшăнмалли тĕрлĕ мелпе усă курмалла.

- Ку енĕпе республикăн хăйĕн радио тата телекурав çукки чăрмавсенчен пĕриччĕ. Çак тытăмсене йĕркеленĕ, вĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ-и?

- Паян Чăваш Енĕн Наци телекуравĕ тата «Тăван радио» республикăн тĕп массăллă информаци хатĕрĕсен шутне кĕреççĕ. Вĕсем республика пурнăçĕн мĕнпур енне тĕплĕ те оперативлă çутатаççĕ, вун-вун программа эфира тухать, çав шутра - Чăваш Енри районсен пурнăçĕпе паллаштараканнисем. Вĕсем - вырăсла та, чăвашла та.

Кĕскен каласан ку - республика Правительстви уçă влаç йĕркелес енĕпе тунă пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр утăм. Унсăр пуçне, çакна та палăртам: экономикăри лару-тăру ансат мар пулин те эпир çĕнĕ массăллă информаци хатĕрĕсене йĕркелерĕмĕр кăна мар, пичетĕн тĕп хатĕрĕсене те упраса хăвартăмăр. «Советская Чувашия», «Хыпар», «Грани», район хаçачĕсем паян тулли пурнăçпа пурăнаççĕ, хăйсен вулаканĕсене республика пурнăçĕ çинчен обћективлă та тĕрĕс информаципе тивĕçтереççĕ.

Правительствăн мĕнпур членĕ пекех эпĕ те час-часах пресс-конференцисем ирттеретĕп, интервьюсем паратăп, брифингсене, тÿрĕ линисене хутшăнатăп. Пресс-конференцисене патшалăхăн массăллă информаци хатĕрĕсене çеç чĕнместпĕр. Кирек хăш МИХ журналисчĕсем хăйсен ыйтăвĕсене пама, хурав илме пултараççĕ. Çакă та влаç уççăнлăхĕн паллисенчен пĕри тесе шухăшлатăп.

Чылай чухне тĕлпулусем икĕ енлĕ калаçу мелĕпе иртеççĕ. Журналистсем ыйтаççĕ кăна мар, вăл е ку енĕпе хăйсен шухăшĕсене те палăртаççĕ. Çакă та кăтартуллă. Мĕншĕн тесен çынсем критикăран республика пурнăçне пуçаруллăрах хутшăнас шая çĕкленеççĕ. Паллах, профессионал йышши критик пулма чылай ансатрах. Унашкаллисемшĕн ĕçлени мар, сăмах калани те çителĕклĕ. Тепĕр тесен ун пек çынсем те кирлĕ тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен вĕсем влаçа йăшăлтатма хистеççĕ. Çавăнпа та республика Правительстви тĕлĕшпе, хам ятпа конструктивлă критика пулсан ăна йĕркеллĕ йышăнатăп. Тепĕр енчен, çакă пирĕн сăмах ирĕклĕхĕ пуррине те çирĕплетет, эпир вара республикăра пурăнакан кашни çын шухăшне хаклатпăр тата хисеплетпĕр. Чи кирли - çынсене улталама тăрăшмасăр тÿрĕ кăмăллă та уçă пулни, çапла майпа кăна вĕсен шанăçне тата тĕревне тивĕçме пулать.

- Интернет пирки ыйтмасăр пултараймастăп. Вăл паян информаци сармалли тата илмелли питĕ хăватлă ресурссенчен пĕри-çке.

- Паян, пысăк технологисен ĕмĕрĕнче, унран пăрăнса иртме май çук тенипе килĕшетĕп. Ку енĕпе те май пур мĕнпур сервиспа усă курма тăрăшатпăр. Тĕслĕхсен шутĕнче - Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсен он-лайн трансляцийĕ, ĕçлеме пуçланă «Халăх тĕрĕслевĕ» портал.

Паллах, хастарлăх ытларах кирлĕ. Çавăнпа та хам енчен пĕрлехи пĕр-пĕр социаллă сеть йĕркелеме сĕнетĕп, вăл чи çивĕч ыйтусемпе республика влаçĕсене паракан сĕнÿсене, çав ыйтусене татса памалли майсене палăртмашкăн республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене çывăха илекенсене пĕрлештерме пулăшĕччĕ.

 

Пирĕн пĕрлехи çурт

- Диалог пирки калаçатпăр-тăк - республикăра пурăнакансене информаципе тивĕçтерни кăна çителĕксĕр, йышăнусем тунă чух вĕсен шухăшне те шута илмелле. Сирĕн çакнашкал çыхăну опычĕ пур-и?

- Тĕп ыйтусемпе йышăну тунă чух республика Правительстви тахçанах «укçа шăплăха юратать» принципран çĕнĕ «бюджетăн мĕнпур тăкакне сÿтсе явмалла» постулат патне куçнă ĕнтĕ. Çакă Чăваш Енре пурăнакансем республика Пуçлăхĕн çулленхи Çырăвĕ валли сĕнекен наказсене хатĕрлессине те пырса тивет. Документ хатĕрленĕ чух ман пата килекен ыйтусен шучĕ çуллен ÿссе пырать. Малтанхи вăхăтра вĕсем тĕпрен илсен критика сĕмĕллĕччĕ, юлашки икĕ çулта вара лару-тăру палăрмаллах улшăнчĕ. Хăйсен сĕнĕвĕсенче çынсем ытларах чухне усăллă шухăшсем, вăл е ку ыйтусене татса памалли канашсем параççĕ. Çакă пирĕн çынсем влаçа ытларах шанма пуçланине, регион администрацийĕн ĕçĕ уçăрах пулнине çирĕплетет.

- Общество палатисем текен тытăмсем те паян курăмлă. Çак тытăмсен пĕлтерĕшне мĕнлерех куратăр?

- Ку - республикăра пурăнакансемпе тÿрĕ калаçу йĕркелемелли пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр çул-йĕр тесе шухăшлатăп. Çыхăнăвăн çак мелĕ чиновниксен ĕçĕн тухăçлăхне ÿстерет, мĕншĕн тесен политиксем альтернативлă шухăша илтеççĕ, эппин, кашни ыйтăва тĕрлĕ енчен тишкерме пултараççĕ. Паллах, чи малтанах эпĕ муниципалитетсенче тата министерствăсенче ĕçлекен общество палатисем пирки калатăп. Çак тытăмсен пĕлтерĕшĕ хальлĕхе пур çĕрте те пысăк марри - урăх калаçу.

- Çавнашкал канашсен ĕçĕн механизмĕ мĕнлерех пулмалла тесе шухăшлатăр?

- Идеал шайĕнче общество канашĕсен влаçпа чиновник, общество тата муниципалитетра пурăнакансен хушшинчи конструктивлă диалог шăнăрĕ пулма тивĕç.

Унта районăн, поселокăн, хулан, ялăн çивĕч ыйтăвĕсене татса памалли сĕнÿсене хатĕрлемелле. Пĕлтерĕшлĕрех ыйтусене регион администрацийĕн е саккун кăларакан пухăвĕн шайне çĕклеме пулать. Çапла вара йышăнусем тумалли тытăм та улшăнма пултарать. Влаç ресурссем парĕччĕ, çынсем вара вырăнсенче вĕсене ăçта ярассине, хăш ыйтăва чи малтан татса парассине палăртнă пулĕччĕç. Халь чылай чухне хăш çулсене юсассине, подћездсене мĕнле тĕспе сăрлассине ытларах чухне администрацире татса параççĕ. Çынсенчен никам та ыйтмасть. Мĕншĕн тесен халăха мĕн кирлине пĕлтермелли кал-кал ĕçлекен тытăм çук.

Пирĕн çавнашкал йышăнусем тăвассине çынсене хăйсене шанмалла. Вĕсен проектсен кăтартăвне курмалла, пĕлмелле, укçапа мĕнле усă курнине, ĕç пахалăхне сăнаса тăмалла.

Çапла майпа эпир влаç вертикалĕнчен ерипен яваплăх вертикалĕн, обществăпа чиновниксен хушшинчи шанăç шайне куçăттăмăр. Регионта пурăнакан ахаль çынсен пурнăçне тÿрремĕнех пырса тивекен ыйтусем тĕлĕшпе те пулин.

- Хăюллă шухăш. Анчах çынсем çапла çыхăнса ĕçлеме хатĕр-и?

- Тĕслĕхрен, нумаях пулмасть Чăваш Енри тĕп блогерсен тĕлпулăвне хутшăнтăм. Унта вĕсем хăйсен республикăра хăтлă пурнăç йĕркелессипе çыхăннă проекчĕсенчи шухăшĕсемпе паллаштарчĕç. Уйрăммăн палăртатăп: вĕсем ыйтмарĕç, чылай çул-йĕре лайăхлатас енĕпе хăйсен пулăшăвне сĕнчĕç. Паллах, кунашкал пуçарусене пур енĕпе те пулăшма тăрăшăп.

Ырă тĕслĕхсем пур, çынсем хăйсен опытне пама хатĕр. Анчах, шел те, пирĕн «ик айкки те тăвайкки» текен, çавнашкал пуçарусене асăрхамăш тăвакан чиновниксем те çук мар-ха. Хутшăнусен çĕнĕ тытăмĕнче кунашкалли юрăхсăр, ытларах та калам - преступленипе тан. Çирĕппĕн калатăп: ырă опыта сарăпăр, пуçаруллă çынсене пулăшăпăр. Кунашкал ыйтусем чиновниксемшĕн обязательнăй йĕркепе пурнăçламалли ĕç, саккун пулĕç.

- Анчах халăхпа çапла питĕ çывăххи пуçа ыраттаракан хушма ĕç пулать-çке. Эсир çакна хатĕр-и?

- Чиновникре ĕçлемешкĕн çăмăл тесе кам каланă вара? Çапла, влаçшăн - пуçа ыраттаракан хушма ыйту. Анчах эпир çынсем пĕрлехи ĕçе явăçнине туясси пирки калаçатпăр-çке. Ыйтусене парсан кăна вĕсем пурнăçланаççĕ. Çакăн ăнăçлă тĕслĕхĕ - Шупашкар хула администрацийĕ икĕ çул пурнăçлакан «Уçă хула» проект. Мэри ертÿçисем вырăнсенче - хула микрорайонĕсенче - пуринпе те куçа-куçăн тĕл пулаççĕ. Малтанхи тĕлпулусенче çынсен ыйтăвĕсенче япăххи ытларахчĕ. Çапла пулмасăр! Хăшĕсем, тен, чиновниксене çапла çывăх нихăçан та курман пуль. Анчах паян ытларах та ытларах чăн ыйтусене çĕклеççĕ, хулара пурăнакансем çакнашкал тĕлпулусем кирли, усăлли çинчен калаççĕ.

Влаçăн уççăн ĕçлемелле, чи кăткăс та кăмăлсăр ыйтусене хуравлама хăрамалла мар. Çакнашкал позици кăна тĕп тĕллеве - республика çыннисен пурнăçне лайăхлатассине - тÿрре кăларас тĕлĕшпе малалла çирĕппĕн утма пулăшĕ. Кăçал тĕлпулусен çакнашкал форматне Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисем те йышăнчĕç. Çынсем ертÿçĕсемпе картишсенчех курнăçаççĕ. Ман шухăшпа - çакă республикăри мĕнпур муниципалитетшăн лайăх тĕслĕх пулмалла.

- Çавнашкал тĕлпулусен па­йăр кăтартăвĕсене палăртма пул­таратăр-и?

- Чи кирли - халăх тинех хăй пурăнакан территоришĕн яваплă пулнине туйма пуçлани. Çакна çирĕплетекенни - картишсенчи тирпейлĕ клумбăсем, подĕездсенчи картина галерейисем, пĕрлехи вăйпа хăтлăлатнă ача-пăча площадкисем.

Ачасемпе пĕрле хăйсен картишĕн территорине хăтлăх кÿрекен хĕрарăма паллатăп: чечексем лартаççĕ, саксене сăрлаççĕ, çы­­вăх­­­­­­­ри çуртсенче пурăнакансем валли концертсем лартаççĕ.

Çав хĕрарăмран çапла тумашкăн никам та ыйтман. Унăн çак картишĕнче пурăнакансене илемпе савăнтарас, ачасен чунĕсенче илем çуратса ăна упрамашкăн хăнăхтарас килет. Пирĕн «обществăн-тăк - никамăн та мар» теме пăрахмаллине кăтартакан лайăх тĕслĕх.

Çакнашкалли те пайтах вĕт: бюджет шучĕпе çурта юсанă, анчах тепĕр уйăхранах унăн стенисене сăрăпа çырса вараланă, алăксене тăпăлтарса илнĕ, кантăксене ватнă, ача-пăча площадкине тустарса пĕтернĕ... Çурта, ача-пăча площадкине влаç пĕр хут йĕркене кĕртме пултарать. Малалла вара çурт хуçисен хăйсен пурлăхне пăхмалла, хуçа пулмалла. Унсăр пуçне, çакă влаçсемшĕн те сигнал - кашни об<ект строительстви, кирек хăш ĕç общество ыйтнипе, ăна кирлипе пултăр.

 

Пĕрле ăнăçлăрах ĕçлĕпĕр

- Апла-тăк - влаç уççăнлăхĕ ытларах муниципалитетсен чиновникĕсенчен килет-и?

- Çапла. Паян çакна куратпăр: ĕç пÿлĕмĕсемпе залсенче йĕркеллĕ диалог çук-тăк - вăл урамсемпе пикетсене тухать, Интернетри йышлă уçă çырăва, республика ертÿçисен ячĕпе ыйтса çырнисене çаврăнать. Хут çинчи чи илемлĕ отчет та çынсен чăн хаклавне улăштараймĕ. Çавăнпа тивĕçлĕ тытăм йĕркелетпĕр. Çынсен çирĕп шанăç пулмалла: влаç вĕсене илтет, вĕсен ыйтăвĕсемпе нушине пĕлет.

Çакăнта вырăнти хăйтытăмлăх пĕлтерĕшĕ патне таврăнасшăн. Вырăнти влаç халăхпа чи çывăххи. Шăпах унăн тĕллевĕ - кулленхи пурнăç хăтлăхне, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри пулăшу ĕçĕсен пахалăхне, ыттине тивĕçтересси, шăпах çакă пурнăç пахалăхне йĕркелет.

Республикăра пурăнакансемпе нумай тĕл пулни çинчен каларăм ĕнтĕ. Çав тĕлпулусенче нумай ыйту параççĕ, вăл е ку ыйтăва татса пама тархаслаççĕ. Пĕрлех çакна та куратăп: ыйтусенчен нумайăшĕ - муниципалитетсен шайĕнче татса памаллискерсем. Шăпах районсен администрацийĕсенче çурт картишĕнчи çула асфальт сарассине е кивелнĕ лифта улăштарассине татса параççĕ. Ача пособийĕ тÿлессипе е саккунсăр çурт-хуралта пăсассипе çыхăннă йышăнусене те унтах тăваççĕ. Уйрăм çынсемпе курнăçса кăна республикăра пурăнакан мĕнпур çынпа калаçаймăн тесе тĕрĕс каларăр. Хăвăн компетенцие тÿрремĕнех кĕмен ыйтусемпе аппаланса ăнăçлă ĕçлеме çукки те паллă. Çавнашкал ыйтусем ман пата çитеççĕ-тĕк, эппин, муниципалитетсен чиновникĕсем ĕçлесе çитереймеççĕ.

- Ку ыйтăва мĕнле татса парасшăн?

- Кунта манăн эпир влаç вертикалĕн тытăмне лайăхлатас енĕпе тивĕçлĕ ĕç пурнăçлани çинчен калас килет. Паян Чăваш Енре бюджетсен хутшăнăвĕ тата муниципалитетсен регион пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Управленин кашни çын пуçарулăхĕ çинче никĕсленекен тытăмне йĕркелеме тăрăшатпăр. Шăпах çавăнпа ял тăрăхĕсен, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен депутачĕсен витĕмĕ çуллен вăйланса пырать.

Юлашки çулсенче муниципалитетсемпе ĕçлемелли тытăма палăрмаллах улăштартăмăр. Чиновниксене аталану программисене хатĕрлеме хистетпĕр. Кашни ен хăйĕн обязательствисене пурнăçланине хам сăнаса тăратăп. Вăл е ку хулана, яла каймассерен халăха явăçтарса муниципалитетсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне уççăн обязательнăй майпа сÿтсе яватпăр.

Анчах çакна та йышăнмалла: пирĕн хуласен, ялсемпе поселоксен урамĕсем пурте кирлĕ пек таса мар-ха, юхăннă картишсемпе лаптăксем те, тĕрлĕ ыйтупа чиновниксем пирки çырнă çăхавсем те пур. Эппин, вĕсен ĕçне тĕрĕслесе тăрассине вăйлатмалла. Çак ыйтăва татса памалли çулсенчен пĕри - Чăваш Ен Пуçлăхĕн республикăн кашни районĕнчи общество йышăну пÿлĕмĕсем. Унта муниципалитет территорийĕнче пурăнакан çынсем пулăшу ыйтма пымашкăн пултарĕччĕç. Татсах калам: общество йышăну пÿлĕмĕ муниципалитет влаçĕсенне пулмалла мар. Унăн тивĕçĕ - çивĕч ыйтусене татса парассин уссине пысăклатасси. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсен вара çынсен çав пÿлĕме паракан ыйтăвĕсем чиновниксен шанса панă территорири ĕçне хакламалли элемент пулнине ăнланмалла.

- Уйрăм çынсен чылай пуçа­рăвĕпе ыйтăвне, çав шутра общество йышăну пÿлĕмĕсене пыракан ыйтусене эсир хăвăр тĕрĕслесе тăнине пĕлетĕп. Ку тÿрремĕнех хăвăрăн ĕçпе çыхăннă тивĕçе пурнăçлама чăрмантармасть-и?

- Эпĕ ытла хулăн тирлĕ пулма ĕлкĕреймен пуль-ха, шăпах çавскер чылай чухне чиновнике ахаль çынсенчен уйăрать. Çавăнпа йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсен нушине яланах çывăха илетĕп. Чăваш Енре кирек хăш ыйтăва татса панă чухне те пысăк йышпа ĕçленĕ. Шăпах çакă - чи кирли. Тĕп принцип ансат пĕр сăмахра - «пĕрле»!

Пирĕн Чăваш Ен пурăнмалли илĕртÿллĕ вырăн пултăр тесе пĕрле тăрăшмалла. Çавăнпа Правительство диалог валли уçă, республикăра пурăнакансемпе пĕрле ĕçлеме хатĕр. Пысăк çак ĕç кăтартăвĕ эпир, пирĕн ачасем, мăнуксем Раççейĕн чи илемлĕ регионĕнче пурăнни пулĕ. Çакнашкал пуласлăх чăнлăхпа килĕшсе тăрать.

Александр КУЗИН калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.