Комментировать

25 Авг, 2015

Раççейре чи ÿсĕррисем камсем?

Тухтăрсем эрех нумай ĕçекен профессисене палăртнă?

Мускаври медицинăпа стоматологи университечĕн клиника фармакологийĕн кафедрин ертÿçи Аркадий Верткин алкогольпе хăш отрасль ĕçченĕсем ытларах туслашни çинчен каласа кăтартнă. Унăн шухăшĕпе - шыв тата автотранспорт водителĕсем тăтăшрах ĕçеççĕ. Симĕс çĕлен ытамне лекнĕ граждансен тепĕр ушкăнĕ - ача сачĕсен тата поликлиникăсен хуралçисем. Стационарта куллен ĕçлесе пуян опыт пухнă врач-клинист сăмахĕсене ĕненмесĕр тăма май çук.

Ку ыйтупа Алексей Магалиф психиатр-нарколог шухăшне те пĕлес терĕмĕр.

Чиновниксем те!

- Ĕçке ернин тĕп сăлтавĕ - стресс, - шухăшлать эксперт. - Çынсем кăмăл-туйăмне пусарса тăракан йывăрлăха сирес тесе алкоголь патне ытларах туртăнаççĕ. Çак ушкăна журналистсем, оперативник-полицейскисем, чиновниксем, офисра ĕçлекенсем, бизнесменсем, тухтăрсем - уйрăмах хирургсем - кĕреççĕ. Вĕсем ĕç вăхăтĕнче ĕçмеççĕ, мĕншĕн тесен ĕçĕнче тимлĕх кирлĕ тата яваплăхĕ пысăк. Кайран вара... Алкоголь - нерв тытăмне «çемĕçтермелли» питĕ ансат меслет. «Адреналин» вылякан професси çыннисен, тĕслĕхрен, çар летчикĕсемпе профессионал спортсменсен, ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх пысăк. Çавна май çак ушкăнра та алкоголизм вăй илесси - куçкĕрет.

- Ача сачĕсемпе поликлиникăсен хуралçисен мĕнлерех тата? Вĕсен стресс çук-çке.

- Вĕсем ĕçсĕр аптăранипе тата тунсăх пуснипе ĕçкĕ патне туртăнаççĕ. Тепĕр чухне вахта мелĕпе ĕçлени, сăнаса-пăхса тăракан çемйинчен аякра пулни витĕм кÿрет.

- Мĕншĕн вĕсем, сăмахран, кĕнеке вуламаççĕ?

- Потребитель культурин пропаганди айăплă. Укçа ĕçлесе илмелле тата чап тÿпинче киленмелле - çак шухăш çынсен чунĕсене савăл пек кĕрсе ларнă. Чап тÿпинче тунсăх пусасран вара сыпкаламалла. Тĕрлĕ интерессемпе пурăнакан çынна алкоголь нихăçан та хăйĕн авăрне туртса илеймест.

Алкоголизм мĕнре палăрать?

- Сывă çынна пĕчĕкрен çитĕнтермелле. Темпе те кăсăклансан - вуласан, спортпа туслă пулсан, тĕрлĕ япала ăсталасан - ĕçкĕ валли вăхăт юлмасть. Культура шайĕ пĕчĕк çынна алкогольтен пистерсен ăна кичемлĕх аптăратма пикенет. Вара вăл, ахăртнех, наркотиксем патне туртăнма пуçлать. Аслă пĕлÿ илни те алкогольпе явăçассинчен сыхлаймасть. Вĕреннĕ çынсем «ăслă» меслетсемпе - пĕчĕк ушкăнра е пĕччен, шăв-шав çĕклемесĕр - ĕçеççĕ.

- Вуншар çул куллен пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ĕçекен çынсем те пур. Ĕçке ермеççĕ-çке вĕсем.

- Çапла, кашни кун апат вăхăтĕнче 50-100 грамм «хаяррине” нумай çул ĕçекенсем, çак виçене ÿстерменнисем те пур. Анчах çакă вĕсенчен тĕслĕх илмелле тенине пĕлтермест. Пĕриншĕн лайăххи теприншĕн те лайăх пулмасть. Алкоголь сывă çыннăн аппетитне уçать пулсан, чирлисенне энергетика ылмашăвне кĕрет, организм çупа белокран, углеводран маларах ирĕлсе пĕтекен йÿнĕ топливăпа - алкогольпе - «тăранса” пурăнма пуçлать. Апата эрех ылмаштарсан алкоголизм пуçланать. Урăхла каласан, эрех ĕçсен лайăх çименни, сÿрĕккĕн çырткаласа кăна яни - алкоголизм паллисем.

Дарья ЗАВГОРОДНЯЯ.

/«Комсомольская правда»/

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.