Шыв çинчи уяв
«Шăратаççĕ çепĕç юрăсем, кимĕ çинчи хитре хĕрĕсем»
/Юрăран/
Ял уявĕсене ирттересси - ырă йăлара. Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Атăл<ялта вăл илемлĕ вырăнта - пĕве хĕрринче - пуçланчĕ.
Уява йĕркелес тесе Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн председателĕпе Сергей Сорокинпа ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов нумай тăрăшнă, ятарласа сценари хатĕрленĕ. Хаклă хăнасене Алексей Андреевпа Снежана Тихонова çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Андрей Иванов трубач кĕвĕ каласа ярсанах шывра ирттерме палăртнă ăмăртусене хутшăнакансем тата куракансем пĕве хĕрне пухăнчĕç. Савăнăçлă мероприятие Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Хорасев уçрĕ. Вăл уявпа саламланă май спортсменсене ăнăçу сунчĕ.
Шыв çинчи ăмăртăва Николай Григорьев спорт мастерĕпе Валерий Иванов ертсе пычĕç. Ишме юратакансем пĕр харăсах 6-шарăн старта тухрĕç. Кашниех 50 м дистанцие ишсе тухрĕ. Кÿкеçри ФОКран килнĕ спортсменсем, ял ачисем, хĕрарăмсем, арçынсем, кÿршĕ ялсенчен те - тупăшусенче пĕтĕмпе 40 яхăн çын пулчĕ. 2003 çулхи тата кĕçĕнреххисем хушшинче арçын ачасенчен 1-мĕш вырăна Ростислав Кудрявцев, хĕрачасенчен Рената Чайникова тухрĕç. Çавăн пекех çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Слава Сорокин, Аня Сорокина, Никита Анатольев пулчĕç. 1990-1999 çулсенче çуралнă арçынсем хушшинче чи маттурри - Николай Григорьев. 1990 çулхи тата аслăрах хĕрарăмсенчен Атăлъялти Любовь Ивановăна çитекенни пулмарĕ. Атăлъялти яшсенчен 1-мĕш вырăна Дима Романов тухрĕ. Малалла вулас...
Николай ШУМЕР.
Шупашкар районĕ,
Атăлъял