Яланах малтисен ретĕнче

17 Юпа, 2017

Лука хĕрĕ Анфиса хитре хĕр пулса çитĕнчĕ. Çамрăксен хушшинче вăл чиперлĕхпе кăна мар, ĕçченлĕхпе те палăрчĕ.

Анфисăн сăнĕ яланах Хисеп хăми çинчеччĕ. Тырă вырнă чухне те, авăн çапнă çĕрте те малтисен ретĕнчеччĕ вăл. «Анфис пек тăрăшсан пурте ĕлкĕрсе пыма пултараççĕ», — тетчĕ колхоз бригадирĕ Митрофан Шатаев. Аслисем ĕçре чухне Анфиса йышлă çемье валли апат пĕçернĕ. Пĕчĕклех амăшĕпе пĕрле вăрмана вут-шанкă турттарма çÿренĕ.

Амăшĕ Мария Сергеевна та тăрăшуллă пулнă. Çичĕ ачине çамрăклах ĕçе хăнăхтарнă. Шкултан килсен урам тăрăх чупса çÿремен, килте ĕçленĕ. «Пÿрт урайне çунă чухне ларса ан кан — упăшку кахал пулать», — тенĕ амăшĕ хĕрĕсене. Вăрçă пĕтесси уйăх юлсан ашшĕ Лука Ефремович фронтра пуç хунă. Мария Сергеевна ачисене пурне те тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ. Вĕсем колхозра кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Пĕррехинче бригадир çур çĕр иртни виçĕ сехетре ĕçе кайма пырса чĕннĕ. Хăшĕсем вăл вăхăтра çывăрма та выртман: е пир тĕртнĕ, е арланă. Пурте килти ĕçсене пăрахса хире утнă: Хирлеп уйĕнче клевер акмалла. Давыдовсен килĕнчен ĕçе çиччĕн тухнă. Хирлеп уйне нумаййăн пухăннă. Ана çинче çĕр типсе те çитмен. Çăпата та путнă. Анфисăн та ури анса кайнă. Кантри татăлнă та çăпати унтах юлнă. Аккăшĕ Галя Анфисăна пулăшма пынă, анчах хăй те пылчăк ăшне путнă. Малта пыракансем те кĕре-кĕре ларнă. Апла пулин те пĕр-пĕрне пулăша-пулăша ана çинчен тухнă вĕсем. Çапла асап курсах хĕрарăмсем клевера акса пĕтернĕ. Каярахпа Хирлеп уйĕ кавир пек сип-симĕс пулнă: клевер лайăх шăтнă. <...>

Давыдовсен хĕрĕсем Наçтаç, Галя, Марье, Анфиса ялти яшсенех качча тухрĕç, ача-пăча çуратса ÿстерчĕç. Пурте ялти колхозра ĕçлерĕç, вĕсем хуçалăхăн вăйлă гвардийĕ пулса тăчĕç. Анфиса та колхозра ĕçлесех ватăлчĕ. Сакăр теçетке çул урлă каçрĕ пулин те маттур та хастар. Кил ăшшине упраса пурăнать. Тулли верси....

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.