Яланах малтисен ретĕнче
Лука хĕрĕ Анфиса хитре хĕр пулса çитĕнчĕ. Çамрăксен хушшинче вăл чиперлĕхпе кăна мар, ĕçченлĕхпе те палăрчĕ.
Анфисăн сăнĕ яланах Хисеп хăми çинчеччĕ. Тырă вырнă чухне те, авăн çапнă çĕрте те малтисен ретĕнчеччĕ вăл. «Анфис пек тăрăшсан пурте ĕлкĕрсе пыма пултараççĕ», — тетчĕ колхоз бригадирĕ Митрофан Шатаев. Аслисем ĕçре чухне Анфиса йышлă çемье валли апат пĕçернĕ. Пĕчĕклех амăшĕпе пĕрле вăрмана вут-шанкă турттарма çÿренĕ.