Яла е канма кайманнисене спорт сооруженийĕсене чĕнеççĕ

13 Утă, 2017

Çак шăматкун, утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче, республикăра спорт сооруженийĕсене тÿлевĕсĕр кайма май пур. Вăхăт пуррисем республика тата муниципалитет шайĕнчи спорт учрежденийĕсенчи тренажер залне, бассейна, ытти спорт лапамне кайма пултарĕç. 

Сывлăх тата спорт кунĕ уйăхра пĕрре тÿлевсĕр йĕркелес йăла Чăваш Енре 2013 çултанпа çирĕпленчĕ. Кăçал та вăл пăрахăçламан. Малтанласа кварталта пĕрре йĕркелетчĕç, 2014 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕ уйăхсерен ирттерме йышăну кăларчĕ.

Чăваш Енĕн Спорт министерствинче вырăнсенчи спорт сооруженийĕсем епле графикпа ĕçленине вĕсем патне шăнкăравласа уçăмлатма сĕнеççĕ. Спорт учрежденийĕсен тулли списокĕпе министерствăн сайтĕнче "Справочник" ярăмра паллашма пулать.

 

Рубрика: 

Комментари хушас