Спортсменсем ятарлă стипенди илсе тăрĕç

6 Çурла, 2020

Паян «Шупашкар-Арена» пăр керменте Физкультурăпа спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хутшăнчĕ.

— Спорт тĕрлĕ енлĕ. Массăллă спорта аталантарасси пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри пулса тăчĕ. Физкультурăна кун йĕркинех кĕртмелле. Вăл пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăмалла. Спортпа туслă çын киревсĕр йăласенчен пăрăнса çÿретех. Спортпа физкультура пирус туртассипе, эрех ĕçессипе, наркотикпа ашкăнассипе кĕрешме пулăшать. Спорт керменне туса лартнипех ĕç вĕçленмест, унта çынсене илĕртес тĕлĕшпе нумай ĕçлемелле, — терĕ Олег Алексеевич.

Василий Петров министр 2020-2025 çулсенче Чăваш Енри физкультурăпа спорта аталантармалли стратегин тĕп шухăшĕсемпе паллаштарчĕ. Чи малтан вăл пĕлтĕрхи çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕ. «Спортпа туслисен йышĕ пирĕн республикăра 46,8 процентпа танлашать, ку кăтартăва 70 процента çитерме палăртнă РФ Президенчĕ. 2019 çулта 202 чăваш спортсменĕ пирĕн çĕршыв чысне тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче хÿтĕленĕ. Пĕлтĕр пирĕн ентешсем лайăх çитĕнÿсем тунă. Акă шăчăпа сикекен Анжелика Сидорова, Владисдав Поляшов гимнаст, кире йăтакан Анастасия Александрова, Александр Аввакумов каратист тĕнче чемпионачĕсенчен ылтăн медальпе таврăннă», — терĕ Василий Владимирович. Министр пĕлтернĕ тăрăх, спорт обьекчĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе Чăваш Ен малти вырăнсенче тăрать. Спорт инфратытăмне аталантарас тĕллевпе çывăх çулсенче çĕнĕ керменсем тума палăртнă. Ишлейре спорт комплексĕ тăвĕç, Шупашкарти «Атăл» стадиона çĕнетĕç, Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексне юсĕç, роллерлă йĕлтĕрпе çÿремелли трассăна хута ярĕç... Аслă ÿсĕмрисене спорт керменĕсене тÿлевсĕрех çÿреме майсем туса пама йышăннă, Раççейри пĕрлештернĕ командăсен йышне кĕрекен спортсменсем ятарлă стипенди илсе тăрĕç тата ытти те.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас