Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Сывлăх кунĕ иртĕ

21 Пуш, 2018

ЧР Спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енре Сывлăх кунĕ иртĕ. Ун чухне бассейна, спорт лапамне, тренажер залне тÿлевсĕр кĕртĕç. Унсăр пуçне сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен спорт мероприятийĕсене хутшăнма май пулĕ.

ЧР Спорт министерстви тÿлевсĕр йышăнакан учрежденисен списокне маларах тишкерме сĕнет. Ку хыпара министерство сайтĕнчи «Справочник» пайра тупма пулать.

Сывлăх кунне 2013 çултанпа ирттереççĕ. Халĕ ăна кашни уйăхрах йĕркелеççĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас