Врач патне çырăнмалли йĕрке улшăнать

24 Юпа, 2017

Çитес çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен электрон регистратура урлă тухтăр патне çырăнмалли йĕрке улшăнать. Ку çăмăллăхпа усă курас тесен çынсен патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче идентификацин тата аутентификацин пĕрлехи тытăмĕнче авторизациленмелле.

Врач патне çырăнас тесен паспортпа СНИЛС кăтартăвĕсене çеç палăртма тивĕ. Чăваш Енĕн сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Светлана Ананьева çĕнĕлĕхĕн ырă енĕсенчен пĕри тесе сиплев учрежденийĕсене унччен кайни пирки те çынсем хăйсен историне пăхма пултарнине палăртать. Gosuslugi.ru порталти "Манăн сывлăх" ярăмра пациента хăш сиплев учрежденине çирĕплетнипе, страхлакан хăш организацире страхланнипе паллашма, больницăна суйлама май килĕ.

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас