Волонтерсем канмалли кунсемсĕр ĕçлеççĕ

9 Ака, 2020

Коронавирус аталанннă вăхăтра килте ларакан ватăсене, йывăр лару-тăрура пурăнакансене волонтерсем пулăшаççĕ: апат-çимĕç, эмел илсе килсе параççĕ.

Республикăра 3 волонтер штабĕ /пурĕ 355 çын/ çынсене пулăшупа тивĕçтерет. Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хастарсемпе видеоконференци мелĕпе çыхăнăва тухрĕ. Волонтерсем ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем кашни çыннăн шăнкăравĕпе çула тухаççĕ.

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти çумĕнчи волонтер штабĕн хастарĕсем ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 8 сехетччен /канмалли кунсемсĕр/ шăнкăравсене йышăнаççĕ.

Республикăри тата Шупашкар хулин волонтер центрĕсен хастарĕсем перчетке, дезинфекци хатĕрӗсем, маска çителĕксĕррине палăртрĕç. Чылай волонтер общество транспорчĕпе çÿрет. "Вĕсен тÿлевсĕр çÿремешкĕн май пур-ши? — сĕнÿпе тухрĕç. Олег Николаев ку ыйтусене пăхса тухассине каларĕ.

Волонтерсен пулăшăвĕ кирлĕ-и?

Шăнкăравсене 8-800-201-32-60, 8 /8352/ 26-11-11 номерсемпе йышăнаççĕ.

www.hypar.ru Ирина КОШКИНА сăн ÿкерчĕкĕ.    

Комментари хушас