Влаçпа бизнесăн пĕр-пĕрне итлемелле, илтмелле
Чăваш Ен инвестици климачĕн илĕртÿлĕхĕ енĕпе çĕршыври чи лайăх регионсен малти теçеткине кĕрет — Наци рейтингĕнче 8-мĕш вырăнта — пулин те ку енĕпе республикăн тата ăнăçлăрах ĕçлемелли резервсем пур. Çапларах хаклама пулать-тĕр Инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канашăн кĕçнерникун Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн тĕп шухăшне.
Канаш монохула пулнă май хăвăрт аталану территорийĕн статусне илнĕ — унта налук енĕпе çăмăллăхсем пур. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, çĕнĕ производствăсем хута кайĕç, хăш-пĕр резидент производство пуçарнă та ĕнтĕ.
Районсенче уçнă бизнес-инкубаторсем те пуçарулăха вăй пама тивĕç. Анчах — пур çĕрте те мар иккен. Муркашрине, сăмахран, пĕртен-пĕр предпринимателе «аран-аран сĕтĕрсе кĕме май килнĕ». Район представителĕ пĕлтернĕ тăрăх, инкубатор валли вырăн ăнăçсăр суйласа илнĕ — çавăнпа ĕçлĕ çынсем унта тĕпленесшĕн мар. Çурт строительстви валли расхутланнă, унта ĕçлекенсем те пур-тăр — нумай укçа, апла тăк пĕтĕмпех харам-и? Çакнашкал ыйту çуралнине кура республика Пуçлăхĕ çав бизнес-инкубатор форматне улăштарасси пирки шухăшласа пăхма та сĕнчĕ.
Инвестици илĕртÿлĕхĕ, паллах, чи малтан влаçсенчен килет. Анчах предпринимательсен хăйсен те яваплăха туймалла — сăмаха тытмалла. Ку енĕпе вара чылайăшĕн ÿсмелле те ÿсмелле-ха. Михаил Игнатьев юлашки вăхăтра предпринимательлĕхе пулăшма хыснаран 1,4 млрд тенкĕ уйăрнине аса илтерчĕ. Анчах производство, ĕç йĕркелеме шантарнă кашни виççĕмĕш предпринматель хăйсен проекчĕсене пурнăçламан-мĕн. Шел те, пултарайманнипе кăна та мар. «Проекчĕсене илемлĕ çырнă, анчах хăшĕсем малтанах патшалăх укçине ултавлă майпа илме тĕв тунă…» - уççăнах каларĕ Михаил Васильевич.
Комментари хушас