«Ватлăх, ан васка»

25 Юпа, 2019

Çапла ят панă юбилей каçне СССР халăх артисчĕ, Раççей, Чăваш Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев.

Мероприятие Валерий Николаевич çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă.

Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем Л.Черкесов, Н.Малов хутшăнчĕç. Уяв каçĕнче — Чăваш Ен ертÿлĕхĕн, ĕçтешĕсен, тăванĕсен, ентешĕсен, республикăри пултарулăх коллективĕсен саламĕсем, режиссер тĕрлĕ çулта лартнă спектакльсенчи сыпăксем. Вĕсем — «Эс ман чунра /Пихампар чунĕ манра/», «Туя туй пек тăвар-и?», «Вĕри юнлă çемçе чун», «Юнлă туй», «Ялта» ĕçсенчен.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас