Улатăр хулине ейÿ шар кăтартмĕ-и?

26 Пуш, 2018

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура çурхи ейÿ тапхăрне хатĕрленес ыйтупа ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров сăмах илчĕ.

Çанталăк сивĕ тăнă май çак тапхăр кăçал каярах юлса килесси халех паллă. Иртнĕ çулсенче «чи хĕрÿллĕ кунсем» ака уйăхĕн 3-7-мĕшĕсенче пулнă, кăçал ака уйăхĕн 8-12-мĕшĕсенче уйрăмах сыхă пулмалла. Республикăра юр хулăнăшĕ вăтам шайран кăшт пысăкрах. Чăн та, юрти нÿрĕк виçи пĕчĕкрех-мĕн — нормăпа палăртнин 83% шайĕнче. Анчах тăпрари нÿрĕк, пачах тепĕр майлă, пысăкрах. Апла тăк çакă та ейĕве вăй пама пултарать. Тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ, шыв юххисене тасатас ĕç пырать. Вениамин Иванович унччен çуллен тенĕ пек шыв илнĕ Çĕрпĕве халь шанчăклă хÿтĕленине çирĕплетрĕ, анчах Улатăр тĕлĕшпе çивĕчлĕх пулма пултарать. Михаил Игнатьев Сăр сарăлса каяссине Пензăсем хăйсен пĕвинчен кăларса яракан шыв виçи тÿрремĕнех витĕм кÿнине кура асăннă хулапа тачă çыхăну тытмалли пирки асăрхаттарчĕ.

Тепĕр тесен çынсен хăрушсăрлăхĕ шывпа кăна çыхăнман. Вениамин Иванович кăçал пушарсен шучĕ нумайланнине пăшăрханса палăртрĕ. Вут-çулăм 238 хут алхаснă — иртнĕ çулхинчен 8,2% нумайрах. 18 çын пурнăçĕ татăлнă. Кашни тăваттăмĕш тĕслĕхре мунчасем çунаççĕ, кашни виççĕмĕш пушара ÿсĕр çынсен асăрханусăрлăхĕ сăлтавланă. Михаил Игнатьев шыв-шур тапхăрĕнче çулсем арканма пуçлани пирки те аса илтерчĕ: шăтăксене сапласси çине алă сулма юрамасть, çу каçа юсăпăр-ха тени вырăнсăр — халех ĕçлемелле.

Теги: 

Комментари хушас