Çурхи ейÿ, пушар хăрушсăрлăхĕ

22 Пуш, 2018

"Прогнозпа килĕшÿллĕн - кăçал юхан шывсем пăртан ытти çулхисенчен 3-5 кун каярах тасалма пуçлаççĕ", - терĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор паян иртнĕ пресс-конференцире. Вăл çакна çуркунне ытти чухнехинчен каярах юлнипе çыхăнтарчĕ.

Тĕп управлени пуçлăхĕ журналистсене кăçалхи шыв-шур тапхăрĕн хăйне евĕрлĕхĕсем пирки каласа пачĕ. Генерал-майор республикăри пушарпа çыхăннă лару-тăрупа та паллаштарчĕ. Шел, кăçал пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан пушар ытларах пулнă. Инкексен анлă сарăлнă сăлтавĕсем - кăмакасемпе усă курмалли правилăсене пăхăнманни, вутпа асăpханусăр пулни. Пресс-конференцире çавăн пекех МЧС тытăмĕнчи Хăрушсăрлăх культурин çулталăкне халалласа йĕркелекен мероприятисем пирки калаçрĕç, "Шанăç телефонĕ" мĕнле ĕçленине сÿтсе яврĕç.

Теги: 

Комментари хушас