Туслăх çуртĕнче тĕрлĕ халăх апачĕн фестивалĕ иртĕ
Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Туслăх çуртĕнче тĕрлĕ национальноçсен апат-çимĕç фестивалĕ иртĕ.
Унăн тĕллевĕ — Алжир, Габона, Конго, Кувейт, Мавритани, Узбекистан, Раççей культурипе паллаштарасси. Республикăри аслă шкулсенче тата техникум-колледжра вĕренекен ют çĕршыв студенчĕсем анлă сарăлнă апат пĕçерсе килĕç. Вĕсен ăсталăхне сумлă жюри хак парĕ.
Уява студентсен пултарулăх коллективĕсем те юрă-ташăпа илем кÿрĕç.
Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас