Тĕрĕслевсем тата çитменлĕхсем

Кемĕрти «Хĕллехи чие» суту-илÿ центртĕнче пулнă пысăк инкек хыççăн Чăваш Енре те, ытти регионти пекех, кану центрĕсемпе суту-илÿ комплексĕсенче тĕрĕслевсем ирттерчĕç. Вĕсене РФ Генеральнăй прокуратурин хушăвĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Пирĕн республикăра суту-илÿ центрĕсенче çеç мар, культура, спорт, социаллă пулăшу, халăх йышлă пухăнакан ытти объектра та тĕрĕслевсем ирттернĕ. Çакăн пирки паян ЧР прокуратуринче йĕркеленĕ брифингра каласа кăтартрĕç. Республика прокурорĕн пĕрремĕш заместителĕ Александр Евграфов пĕлтернĕ тăрăх — прокуратура органĕсем Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕпе пĕрле 257 объектра пушар хăрушсăрлăхне мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Саккуна пăснă 1875 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çитменлĕхсене пĕтерме ыйтса 169 представлени çырнă, административлă правăна пăсни пирки 200 ĕç пуçарнă.
Александр Евграфов тăтăшах тĕл пулакан çитменлĕхсемпе те паллаштарчĕ: пÿлĕмсене хăвăрт çунакан материалсемпе отделка туни, эвакуаци çулĕсене кирлĕ мар япаласемпе тултарса хуни, пушар сигнализацийĕ çителĕксĕр пулни тата ытти те. Журналистсен ыйтăвĕсене çавăн пекех прокурорăн аслă пулăшуçи /МИХсем енĕпе/ Сергей Кабуркин, федераци саккунĕсене пăхăннине сăнаса тăракан управлени пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Якушевич, асăннă управленин социаллă сферăри саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн прокурорĕ Анатолий Фролов, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — надзор тата профилактика ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ Николай Петров хуравларĕç.

 

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас