Спорт

9 Утă, 2014

Татьяна АРХИПОВА:«Олимп пьедесталĕ çине тепре хăпарас килет»

Спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Вăрмар районĕнчи Карăкçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Архипова /Петрова/ 2012 çулта Аслă Британире иртнĕ Олимп вăййисенче марафон турнирĕнче бронза медаль çĕнсе илсе пĕтĕм çĕр-шыва савăнтарнăччĕ. Анчах та юлашки çулсенче Чăваш Ен ят-сумне çÿле çĕкленĕ спортсменка таçта «çухалчĕ».

18 Çĕртме, 2014

«Хĕвеллĕ кустăрмасем» велосипед çине ларма сĕнеççĕ

«Велосипед - пирĕн чи çывăх тус», - теççĕ вĕсем. Çавăнпа çуран та, çăмăл машинăпа та мар, велосипедпа çÿреме чĕнеççĕ Чăваш Республикинчи «Хĕвеллĕ кустăрмасем» спорт юхăмĕн хастарĕсем. Мĕншĕн велосипед суйласа илнĕ вĕсем?

15 Çу, 2014

Вут-шу - чăваш халăхĕн çапăçу ÿнерĕ

Çапла çирĕплетет йăхташăмăрсен çапăçу ÿнерне чĕртсе тăратма ĕмĕтленекен Алексей РОМАНОВ. Чăваш халăхĕн авалхи ÿнерĕ çинчен вут-шу шкулĕн çул пуçне каласа пама ыйтрăм.

- Алексей Егорович, чăваш халăхĕн авалхи çапăçăвĕн хăйне евĕрлĕхĕ мĕнре-ши?

15 Çу, 2014

Чемпионран тĕслĕх илет

Куславкка хулинчи 3-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Дмитрий Константинов тăватă çул каялла, уйра мечĕк хăваласа чупнă чухне, футболист пулма ĕмĕтленнĕ. Çав тĕллевпех юлташĕсемпе пĕрле спорт шкулне çул тытнă. Анчах футбол секцине çырăнас вырăнне вĕсем кире пуканĕ йăтакансен ушкăнне лекнĕ.

Pages