Чемпионран тĕслĕх илет

15 Çу, 2014

Куславкка хулинчи 3-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Дмитрий Константинов тăватă çул каялла, уйра мечĕк хăваласа чупнă чухне, футболист пулма ĕмĕтленнĕ. Çав тĕллевпех юлташĕсемпе пĕрле спорт шкулне çул тытнă. Анчах футбол секцине çырăнас вырăнне вĕсем кире пуканĕ йăтакансен ушкăнне лекнĕ.

Чăннипе, çак утăмшăн çамрăк спортсмен пĕрре те ÿкĕнмен. Паян вăл - районти тата республикăри спортсменсен хушшинче чи вăйли. Çакна çур çулти çитĕнĕвĕсем те çирĕплетеççĕ. Куславкка тăрăхĕнчи тимĕр вăййипе туслисен ăмăртăвĕнче чемпион ятне çĕнсе илнĕ яш пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Кÿкеç поселокĕнче пулнă республика ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турниртан та вăл тăван тăрăха çĕнтерÿпе таврăннă. Етĕрнере иртнĕ ăмăрту вара халĕ те асĕнчен тухмасть: унта шкул ачи кире пуканне 141 хут йăтнă-çке. Ку - çамрăкшăн питĕ пысăк кăтарту. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн тата ЧР кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн ертÿçин Юрий Карповăн парнисене те тивĕçнĕ Дима. Республикăри спорт шкулĕсен спартакиадинче те ăна çитекенни пулман.

Мĕнпе илĕртет-ха çамрăка тимĕр вăййи? «Кире пуканĕ йăтни ÿт-пĕве çирĕплетет, ал-ура тĕрекленет. Пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама та йывăр мар», - терĕ спортсмен. Тусĕсем те ун пекех хăюллă та вăйлă, спорт шкулĕн сукмакне пĕрле такăрлатаççĕ. Акă Димăран икĕ çул кĕçĕнрех Дима Кузьмин та Етĕрнери ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă. Руслан Николаевпа Сергей Морковкин та вĕсенчен юласшăн мар. Тăваттăшĕ те ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Иван Краснов патĕнче ăсталăха туптаççĕ.

Шкулта лайăх паллăсемпе вĕренекен Дима Константинов малашнехи пурнăçа çарпа çыхăнтарасшăн. Çавăнпа çамрăклах спортпа туслă пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ иккенне палăртрĕ каччă. Паллă ентешĕ, кире пуканĕ йăтас енĕпе тĕнчипе чапа тухнă Сергей Кириллов пек пулма ĕмĕтленет чемпион.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.