Комментари хушас

18 Çĕртме, 2014

«Хĕвеллĕ кустăрмасем» велосипед çине ларма сĕнеççĕ

«Велосипед - пирĕн чи çывăх тус», - теççĕ вĕсем. Çавăнпа çуран та, çăмăл машинăпа та мар, велосипедпа çÿреме чĕнеççĕ Чăваш Республикинчи «Хĕвеллĕ кустăрмасем» спорт юхăмĕн хастарĕсем. Мĕншĕн велосипед суйласа илнĕ вĕсем? Çак тата ытти ыйту çине общество организацийĕн ертÿçи Вячеслав ПЛАТОНОВ хуравларĕ.

Кашни кун çÿремелли транспорт

- Вячеслав Яковлевич, республикăри велосипедçăсен юхăмĕ хăçан йĕркеленнĕ? Унăн ĕç-хĕлĕпе паллаштарсамăр.

- 2004 çулхи çулла пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев космонавт вăхăтсăр вилчĕ. Çакă пирĕншĕн, ăна сума сăвакансемшĕн, унпа мухтанакансемшĕн, питĕ пысăк инкек пулчĕ. Ăна асăнса Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕн тренерĕпе, республикăри паллă велосипедçăпа Николай Никитинпа пĕрле Шуршăла çити велочупу йĕркелеме шухăшларăмăр, тепĕр ушкăнпа Атăл леш енне çитсе килтĕмĕр. Çав çулах Патăрьел хĕрĕ Ирина Калентьева Олимп вăййисене хутшăннине халалласа тепĕр чупу ирттертĕмĕр. Çак мероприятисем хыççăн спорт клубĕ /малтан вăл çакнашкал ятлăччĕ/ уçас терĕмĕр. 10 çул хушшинче унта çÿрекенсен тата чупусене хутшăнакансен йышĕ самай ÿсрĕ, çавна май темиçе çул каялла Чăваш Республикинчи «Хĕвеллĕ кустăрмасем» велоюхăм» общество организацийĕ йĕркелерĕмĕр.

- Мĕншĕн юхăма «Хĕвеллĕ кустăрмасем» ят патăр?

- Пире «Поющие гитары» ушкăн шăрантаракан «Велосипедçăсен юрри» хавахантарчĕ, унта «Солнце на спицах, синева над головой...» сăмахсенчен пуçланакан çаврăм пур. Çак юрă халĕ пирĕн гимн.

- Велосипедçăсен çулталăк календарĕ те мероприятисенчен пуян пулĕ?

- Пирĕн кашни çынна велосипедпа туслаштарас килет. Паянхи çăмăл мар лару-тăрура /çăмăл машинăсен йышĕ кунран кун ÿснине пурте пĕлетпĕр, çавна май çул çинче - «пăкăсем», çут çанталăк та вараланать/ вăл кашни кун çÿремелли транспорт пулмалла. Каннă чухне кăна мар, ĕçе те, хуларан яла çÿреме те питĕ меллĕ вăл. Çавăнпа пурне те велосипед çине ларма сĕнетĕп. Чăн та, эпир çулталăкне вун-вун мероприяти йĕркелетпĕр: ăмăрту, форум, ятарлă акци тата ытти те. Кашни çул ака уйăхĕнче сезон пуçланнине халалласа пысăк чупу ирттеретпĕр. Чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри вăл - Андриян Николаева халалланă чупу, кăçалхипе 11-мĕш хут иртекен старта çулсерен 500-600 çын хутшăнать. Кашни çул Çĕнтерÿ кунне халалласа «Çĕнĕ Шупашкар – Элĕк» маршрутпа çул çÿреве тухатпăр. Чупу вăхăтĕнчех музейсене кĕрсе куратпăр, куравсем йĕркелетпĕр, уява концертсемпе пуянлататпăр. Йывăç-тĕм лартас йăла та пур. Çĕр-шывĕпе иртекен массăллă чупу вăл - Олимп кунĕ. Çав кун пирĕн республикăра çĕр-çĕр çын велосипед çине ларать. Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ те пирĕншĕн питĕ чаплă уяв: кашни çул тĕрлĕ район-хулана çитме тăрăшатпăр, çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунă офицерсемпе салтаксене аса илетпĕр. Велосипедçăсен «Велокаç» фестивалĕ те чăн-чăн уява çаврăнать: тĕрлĕ регионта пурăнакан пин-пин çын /тимĕр урхамахлисем паллах/, кăçал калăпăр Хусана, пухăнать. Тепĕр çул ăна Шупашкарта ирттерес шухăш пур.

- «Хĕвеллĕ кустăрмасен» йышĕнче чи пултаруллисемпе хастаррисем те сахал мар. Вĕсем çинчен каласа парсамăр.

- Çапла, пирĕн йышра çамрăксем те, ветерансем те пур. Вĕсенчен чи сумли вăл - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă Михаил Чекменев. 9 теçеткерен иртнĕскер халĕ те велосипед çине ларма шикленмест. Темиçе çул каялла вăл юлташĕсемпе пĕрле вăрçă вăхăтĕнче утса тухнă вырăнсемпе 28 кун çул çÿревре пулнинчен халĕ те тĕлĕнме пăрахаймастпăр. Аслă ÿсĕмрисенчен тата Илья Федорова, Валентина Андреевăна палăртмалла. Александр Стебловский вара чăн-чăн турист, ялан çул çинче. Çав вăхăтрах вăл пире гитарăпа кĕвĕ-юрă шăрантарса савăнтарать. Çĕнĕ Шупашкарти музей комплексĕн директорĕ Александр Ильин та велоюхăмăн хастарĕ, вăл пире тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме те чылай пулăшать.

Ют çĕр-шывсенчен тĕслĕх илетпĕр

- Эсир - куçаруçă. Тăван чĕлхепе те питĕ илемлĕ калаçатăр, темиçе ют чĕлхе пĕлетĕр. Мĕншĕн çак профессие суйласа илтĕр?

- Эпĕ - Элĕк чăвашĕ, Ехремкассинче çуралса ÿснĕ. Ялта пурăннăран вырăсла начартарах пĕлеттĕмĕр, çапах та шкулта нимĕç чĕлхине шĕкĕлчеттĕмĕр. Темшĕн çак чĕлхене килĕштертĕм, вырăсла та таса калаçма вĕренес килетчĕ. Çавăнпах пурнăç çулĕ Горькири /Чул хулари/ ют чĕлхесен институтне илсе çитерчĕ. Унта акăлчан, француз тата испан чĕлхисене ăша хыврăм. Диплом илнĕ хыççăн нумай çул çар тăлмачинче ĕçлеме тÿр килчĕ. Чылай çĕр-шывра пулса куртăм, унти пурнăçпа паллашрăм. Тăван çĕр туртатех çав, 20 çул каялла Çĕнĕ Шупашкара куçса килтĕмĕр.

- Вячеслав Яковлевич, паянхи кун эсир хăвăр пурнăçăра велосипедçăсен юхăмне аталантарас ĕçе халаллатăр. Спортпа хăçан туслашрăр?

- Ача чухне пирĕншĕн велосипед чăн-чăн тĕлĕнтермĕш япала пулнă. Кашни ун çине ларса ярăнма, çил пек вĕçтерме ĕмĕтленетчĕ. Анчах пирĕн вăхăтра сайра тĕл пулакан транспортчĕ, çавăнпа тус-юлташăннипе çÿреттĕм. Çитĕнсе çитсен мана та велосипед туянса пачĕç. Ялтан тухса кайсан ун çинчен маннă тесен те юрать, хула тăрăх велосипедпа çÿрес йăла çук пирĕн çĕр-шывра. Тата Хусан юхан шыв техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пăрахут çинче ĕçлекенскерĕн велосипед çине ларма вăхăт та пулман. Каярах Байконурта çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларăм. Ют çĕр-шывсенче пулса курнă хыççăн икĕ кустăрмаллă юлташпа тепĕр хут туслашрăм. Мурманск облаçĕнчи атомщиксен станцийĕнче ĕçленĕ чух та çил-тăманлă, юрлă çанталăка пăхмасăр велосипед çине ларма тăрăшаттăм. ЧР Экономика министерствине ĕçе вырнаçсан та икĕ кустăрмаллă тусăмран уйрăлмарăм, Çĕнĕ Шупашкартан республикăн тĕп хулине кашни кун çÿрерĕм. Паянхи кун та тăван яла çитме велосипед пулăшать /унта кайма 90 км кăна/, хулара çÿремелли транспорт та вăлах.

- Ют çĕр-шывсенче ку енĕпе лару-тăру еплерех-ха?

- Европăра та, АПШра та велосипедпа çÿрес йăла вăй илнĕ. Лондон, Париж, Коппенгаген, Амстердам хулисем ку енĕпе пуринчен малта пулĕ: вĕсенче велосипедпа çÿремелли çулсем те пур, ятарлă велостанцисем те ĕçлеççĕ... Чăваш Енре те велоçулсем тума палăртнă, çак шухăша Шупашкар хула администрацийĕ ырласа йышăнчĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр районта та велоçулсем сарас ыйтăва хускатнă. Планпа килĕшÿллĕн виçĕ теçетке çул хушшинче 90 çухрăма яхăн трасса хумалла. Анчах ку çителĕксĕр, эпир шутланă тăрăх 300 км кая мар кирлĕ. Атăл леш енне кайма çулсем пулсан аван. Çывăх çулсенче хулара икĕ кустăрмаллипе туслисем валли лайăх услови пуласса шанатпăр.

 Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.