Ухăçăсен “тÿпинчи” икĕ çăлтăр
Спорт

Чăваш Енре ухăçăсен спорчĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче вăй илнĕ. Çак пулăм сумлă икĕ çынпа уйрăлми çыхăннă. Пĕри - РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ Ольга Авдеева, çичĕ теçетке урлă каçнă пулин те халĕ те çамрăксемпе ĕçлет* тепри - тĕнче чемпионки Ирина Солдатова, унăн кун-çулĕ 37 çултах вăхăтсăр вĕçленнĕ.

Спорта парăннă педагог

Ольга Сергеевна çулне кура мар хăйне çирĕп тытать. «Ачасемпе хутшăнни ватă чуна çĕклентерет, канма та вăхăт çукрах - ялан ĕçре, - терĕ тренер кĕркуннехи сумлă юбилейне аса илнĕ май. - Чăваш Ене куçса килни 50 çул иртрĕ пулин те халĕ те çав вăхăт асран тухмасть».

20-мĕш ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Пушкăрт Республикинчи Бийск патшалăх педагогика институчĕн физкультура кафедринче ĕçлекен преподавательсен пĕр ушкăнне ухăçăсен спортне аталантарма хушаççĕ, çав йыша çамрăк хĕре те илеççĕ. Çапла вара çăмăл атлетикăпа тата гимнастикăпа туслă Ольга Авдеева 1970 çулта пĕрремĕш хут алла ухă тытать. Пĕр вăхăтрах тĕрлĕ ăмăртура хула-республика чысне хÿтĕлесе ăсталăха туптакан тренер ачасене те ухăран пеме вĕрентет. Каярах пултаруллă спортсменка СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçлать. 1973 çулта тĕрлĕ лару-тăрăва пула Пăрачкав тăрăхĕнчи Куславкка салинче çуралнă хĕр çемйипе Чăваш Ене куçса килет.

«Труд» спорт обществин ертÿçи Василий Филиппов пир-авăр комбиначĕ çумĕнчи «Спартак» спорт шкулне вырнаçтарчĕ. Çав тапхăртанпа пĕр улшăнми унта вăй хуратăп», - иртнине аса илчĕ педагог. Чăн та, Чăваш Енре Ольга Сергеевна ĕçлеме пуçласан пирĕн республикăра ухăçăсен спорчĕ вăй илме тытăнать. 1973 çултах Шупашкарта пĕрремĕш хут хула чемпионачĕ иртет, çĕнтерÿçисем - Ольга Авдеевăпа Василий Кириллов /В.Чапаев ячĕллĕ заводăн физкультура инструкторĕ/. Часах сумлă тренерăн вĕренекенĕсем те малтанхи çитĕнĕвĕсемпе савăнтарма тытăнаççĕ. 1974 çулта 16-ри Сергей Огурцов СССР спорт мастерĕн нормативне тултарать, хĕрсен команди çĕр-шыв чемпионĕн ятне çĕнсе илет.

 

Вĕсен çитĕнĕвĕсене кура «Труд», «Урожай», «Буревестник» спорт обществисен çумĕнче пултаруллă тренерăн вĕренекенĕсем уйрăм секцисем уçма тытăнаççĕ. Чăваш Енре ухăçăсен йышĕ çултан çул ÿсме пуçлать, спортсменсем те тĕрлĕ ăмăртуран çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Ирина Солдатова - тĕнче чемпионки* Юрий Леонтьев - тĕнче рекордсменĕ, унăн ятне Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ. Вăл Олимп вăййисене икĕ хут хутшăннă* Андрей Абрамов - тĕнче чемпионачĕн призерĕ, вăл та Олимпиадăна хутшăннă* Елена Кузнецова - спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсен призерĕ. 1985 çулта Шупашкар СССР чемпионатне йышăнать, чи сумлă наградăсем каллех пирĕн ентешсен аллинче. ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Игорь Камаданов, РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕсем Валерий Яриковпа Сергей Федоров - пурте Ольга Авдеева воспитанникĕсем.

Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ахăр самана пуçланнă. Спортсменсемпе тренерсем пĕрин хыççăн тепри пăраха-пăраха кайнă, спорта чунтан парăннисем кăна юлнă. Ольга Сергеевна пĕлтернĕ тăрăх - юлашки çулсенче ухăçăсен спорчĕ тепĕр хут вăй илме тытăннă, çапах та ĕçлемешкĕн услови çителĕксĕр. «Паянхи кун шкулта 150 яхăн ухăçă вĕренет. Анчах вĕсен йышĕ ялан улшăнать. Калăпăр: вуннăн килеççĕ тĕк - тепĕр вуннăшĕ тухса каять, çавăнпа пултаруллă спортсмена çитĕнтерме йывăртарах», - палăртать педагог. Хальхи вăхăтра тренер патĕнче 26 çын ăсталăха туптать, вĕсенчен 6-шĕ - чи маттуррисем: Марина Кириллова - республика чемпионки, çамрăксен ăмăртăвĕн тата тĕрлĕ турнир çĕнтерÿçи* Глеб Дзюба 11-мĕш класра вĕренет, Раççей спорт мастерĕ, Чăваш Ен чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ* Дмитрий Афанасьев республика чемпионатĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ... Ольга Авдеевăн чи çывăх тусĕ тата пулăшуçи - Дмитрий Аверкиев. Спорт мастерĕ ăмăртусене хутшăннисĕр пуçне ачасемпе те ĕçлет.

«Ухăçăн мĕнлерех пулмалла?» - кăсăклантăм эпĕ. «Чи кирли - чăтăмлăх. Чăтăмлинчен кăна ăста спортсмен çитĕнтерме май пур, мĕншĕн тесен тĕл пеме вĕренмешкĕн чылай вăй хума тивет», - пулчĕ хурав. Чăн та, пĕрремĕш çитĕнÿччен мĕн чуль кĕтмелле, çавăнпах пулĕ ухăçăсен ăмăртăвĕнче палăрма çăмăл мар.

 Салтак пек маттурччĕ

Çапла хаклать хăйĕн вĕренекенне Ольга Сергеевна. Сăмах - ухăран перес енĕпе тĕнче тата çĕр-шыв чемпионки, Совет Союзĕнчи халăхсен спартакиадин тата çĕр-шыв кубокĕн çĕнтерÿçи, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ирина Солдатова пирки. «Çÿллĕ те çирĕп кĕлеткеллĕ пулнăран çар çыннине аса илтеретчĕ. Хастар та хăюллăччĕ, нимĕнле йывăрлăхран та хăрамастчĕ. Пур енĕпе те малта пулма тăрăшатчĕ», - терĕ тренер.

Пултаруллă спортсменка ухăçăсен секцине епле лекнĕ-ха? Ира Солдатова спорт шкулĕпе юнашар пурăннă. Баскетболла выляма юратакан, çăмăл атлетикăпа тата гимнастикăпа туслă хĕр ача ухăçăсен ăмăртăвне курать те хăйне евĕрлĕ хатĕрпе аппаланса пăхма шухăшлать. Кунран кун тира çÿрекенскер кăсăклансах каять, секцие çырăнать /пĕрремĕш тренерĕ - Сергей Федоров/. Хăйĕнпе пĕрле юлташĕсене те чĕнет. Тĕлĕнмелле те - тăрăшуллă хĕр ача çичĕ уйăхранах спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарать. Анчах ăнсăртран шкул ачи секцие çÿреме пăрахать. «Мĕн пулнă? - пăшăрханаççĕ тренерсем. - Ман валли мар!» - татса хунă Ира. Ăсталăх çитменнишĕн куляннă иккен 8-мĕш класс ачи. Кăшт вăхăт иртсен каялла таврăнать те пĕтĕм вăйне хурса ĕçлеме тытăнать. Тăрăшни сая каймасть: шкулта вĕреннĕ чухнех Ирина Солдатова Пĕтĕм Раççейри тата Пĕтĕм Союзри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнать. Пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă хĕре часах çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командин йышне илеççĕ. Еплерех пысăк савăнăç! Тинех Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусем.

1984 çулта Чăваш Ен спортсменкине СССР кубокĕн чи çÿллĕ пьедесталĕ çине хăпарма пĕр утăм кăна çитеймен /ăмăртура иккĕмĕш кăтартупа палăрать/, тепĕр çул вара вăл çĕр-шыв чемпионатĕнче çĕнтерет. 1985 çул уншăн чи пĕлтерĕшлĕ çулталăк пулнă: планетăри чи вăйлă ухăçăсене парăнтарса тĕнче чемпионкин ятне çĕнсе илет пирĕн ентеш. Анчах çăмăлах килмен çак çĕнтерÿ: Сеулта /чемпионат унта иртнĕ/ тупăшу темиçе кун пынă, малтан спортсменка ыттисемпе танлашайман, каярах пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн балсем хушăнма тытăннă, юлашки кун вара Чăваш Ен ухăçи тĕл персе тĕнче рекордсменкине кая хăварма пултарнă.

Республикăна çĕнтерÿпе таврăннă пике Андрей Прокунинпа çемье çавăрать. Мăшăрĕ - спортсмен, ухăçă, СССР спорт мастерĕ. Каярах вĕсен ывăл çуралать. Пĕр тапхăр каннă хыççăн вăл вун-вун турнира хутшăнать. Пекинра, Швецире иртнĕ турнирсенче пĕрремĕш вырăнсене йышăнать. Анчах яланах ăнăçмасть, пĕр-пĕр ăмăртура лайăх кăтартупа палăраймасан çав тери кулянать. Çакă е тата ытти сăлтава пула чемпионка чирлекелеме тытăнать, вара вăл тренера ĕçлеме куçать: «Феникс» реабилитаци центрне çÿрекен сусăрсене ухăран пеме вĕрентет. Малтанхи çулсенчех унăн воспитанникĕсем турнирсенче медальсем çĕнсе илеççĕ. Мĕнлерех хĕпĕртенĕ пулĕ çамрăк тренер. Çав тапхăртах Ирина Солдатова дартспа кăсăкланма пуçлать, каярах спорт мастерĕн ятне тултарать. Пĕр вăхăт республикăри дартс федерацине те ертсе пырать. Анчах йывăр чир ăна ураран ÿкерет, сыватмăшсенче сипленет. Укçа-тенкĕ çуккипе тĕнче чемпионатĕнче парнеленĕ кубока та саклата хурать, анчах усси пулмасть - 2002 çулхи нарăсăн 17-мĕшĕнче 37-ри спортсменка пурнăçран уйрăлать.

Паянхи кун Шупашкарта Ирина Солдатова ячĕллĕ спорт шкулĕ ĕçлет, ăна асăнса çулсерен ухăçăсен турнирĕ йĕркелеççĕ. Çамрăк спортсменсем чемпионкăран тĕслĕх илсе ун пек пулма тăрăшаççĕ. Ольга Сергеевна та хăйĕн вĕренекенне ырăпа кăна аса илет. «Ăшă кăмăллăччĕ вăл, пурне те пулăшатчĕ, хавхалантарма пĕлетчĕ. Эпĕ ăçта та пулин кайсан вăл мана яланах чечекпе кĕтсе илетчĕ», - вĕçлерĕ калаçăва хисеплĕ тренер.

Андрей ПЕТРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.