Хÿтлĕх

10 Раштав, 2013

Çемйипех кăмăлласа вулаççĕ

«Чăваш пичечĕн» салари киоскĕнче тăрăшакан Маргарита Филимонова пĕлтернĕ тăрăх - чăваш халăх хаçатне юратса вулакансем Тăвайĕнче йышлă. Вĕсенчен пĕри - Антонина Димитриева. Чылай çул ĕнтĕ вăл «Хыпара» куллен кунтан илсе тăрать. Çемйипех кăмăлласа вулаççĕ ăна, ерçÿ çук чухне те юратнă кăларăма алла тытмашкăн вăхăт тупаççĕ.

10 Раштав, 2013

Хевтесĕрсем хÿтлĕхсĕр мар...

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн «Инвалидсене çĕнĕ хыпарпа тивĕçтерес тĕлĕшпе РФ Пенси фончĕн пулăшăвĕн марафонĕн пĕтĕмлетĕвĕ» ыйтупа массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли пресс-конференци иртрĕ. Мероприятие федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕн канашçи Андрей Синицкий уçрĕ, РФ Пенси фончĕн уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева пенси службин пулăшăвне инвалидсемшĕн уçă тумалли мероприятисене ĕçе кĕртесси тата тухса çÿрейменнисене информаципе тивĕçтерессине йĕркелесси çинче чарăнса тăчĕ.

19 Чÿк, 2013

Тĕллевлĕ усă кураççĕ

Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх Пенси фончĕн Красноармейски районĕнчи управленийĕ федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăна тухнă, Диплома тивĕçнĕ. Ведомство конкурсĕнче ĕç-хĕле 21 критери тăрăх хакланă: страховани взносĕсем пухнине, парăмсене шыраса илнине, пенсисене вăхăтра палăртнине, электрон çыхăнăвне йĕркеленине, тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсене, клиент службин йышăнăвне тата амăшĕн капиталĕ тĕлĕшпе заявленисене мĕнле пăхса тухнине тĕпе хунă. Сертификат хуçисен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе Красноармейскисем ăнăçлă ĕçлеççĕ.

19 Чÿк, 2013

Ентешĕмĕр - 90-ра

Мария Антоновна кун-çулĕ хăйĕнпе пĕр ÿсĕмрисенчен уйрăлса тăмасть темелле. Çапах та вăл ял-йышра ĕçченлĕхĕпе, ăш пиллĕхĕпе палăрса тăрать. Хура-шурне самаях ас тивме тивнине пăхмасăр пурнăç илемне çухатман вăл, малашлăха шанма пăрахман. Çынсене хисеплет, тăванĕсене сума сăвать, ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнать.

19 Чÿк, 2013

«Куç умне кăлар...»

Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунне 1984 çултанпа пур çĕр-шывра та паллă тăваççĕ. Çав ятпа Шупашкар хулинчи «Кăнтăр» культура çуртĕнче «Куç умне кăлар...» савăнăçлă концерт иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - япăх курнипе инвалид пулса тăнисен хушшинче кĕвĕ-çемĕ туртăмне вăй илтересси, çамрăксене пултарулăх юхăмне хутшăнтарасси.

Pages