Ентешĕмĕр - 90-ра

19 Чÿк, 2013

Мария Антоновна кун-çулĕ хăйĕнпе пĕр ÿсĕмрисенчен уйрăлса тăмасть темелле. Çапах та вăл ял-йышра ĕçченлĕхĕпе, ăш пиллĕхĕпе палăрса тăрать. Хура-шурне самаях ас тивме тивнине пăхмасăр пурнăç илемне çухатман вăл, малашлăха шанма пăрахман. Çынсене хисеплет, тăванĕсене сума сăвать, ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнать.

Вăл Каçал тăрăхĕнчи Сĕнтĕрте çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕнчен пĕчĕклех тăлăха юлнă: вăл ун чухне 7-ре, йăмăкĕ Саня 2-ре пулнă. Ашшĕ тепре авланнă, çемье татах пысăкланнă - тепĕр пилĕк ача çуралнă. Кĕçĕннисене пăхмалла тесе Марийăна шкула яман. Пĕчĕкскерĕн ыттисем пекех сумка йăтса шкула чупас, парта хушшине ларса хутла вĕренес килнĕ. Тантăшĕсем шкултан таврăннине курнă май пĕрре кăна мар выртса йĕнĕ. Çапах та тăлăхăн куççулĕ ама çури амăшĕн чĕрине çемçетме пултарайман.

Хăй ăнтăлнипе, тантăшĕсем пулăшнипе вулама-çырма хăнăхнă вăл. Ун чухне ручка-кăранташ пулман вĕт, хĕр ача юр, çĕр çине патакпа чĕркелесе çырма вĕреннĕ, манса каяс мар тесе килте йăмăкне Саньăна вĕрентнĕ. Сăмах май, Мария Бариновăн ăсĕ халĕ те çивĕч, шутлас, вулас енĕпе тепĕр çамрăкран ирттерет.

Çапла майĕпен тĕрекленсе, вăй илсе пынă хĕр. Ĕмĕчĕ унăн çунатлă пулнă, вăл та малашлăх ырăлăх кÿрессе шанса пурăннă. Анчах ылханлă вăрçă пĕтĕм шухăш-кăмăла чăл-пар салатнă. Салтак ячĕ тухнă вăй питти арçынсемсĕр юлнă ял Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ĕçленĕ: тырă çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Çав пуянлăха фронта илсе çитерекен, çапăçу хирĕнче аманнисене тылри госпитальсене турттаракан пуйăссене çÿретекен пăравуссен кăмакисене хутмашкăн вутă хатĕрлесси вара хĕрарăмсемпе çул çитмен çамрăксем çине тиеннĕ - вĕсене вăрман касмашкăн çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне ăсатнă. 17-ри Марийăна Свердловск тăрăхне янă. Икĕ çул тар тăкнă вăл çавăнта. «Йывăçсене пăчкăпа касса йăвантараттăмăр, тураттисенчен милĕк çыхса вăкăр кÿлнĕ лавсемпе пуйăс патне турттараттăмăр. Çăмăл марччĕ, йывăрлăха чылайăшĕ чăтаймастчĕ. Выçăллă-тутăллă пурăннă, çи-пуç пулман. 600 грамм çăкăр паратчĕç, вĕлтĕрен яшки çитеретчĕç. Çавна пулах тус-тантăшран хăшĕ-пĕри пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Виллисене вутă тиенĕ чухнехи пек лав çине хурса пытармашкăн илсе каяттăмăр,»- тет кинемей куççульленнĕ май.

Унтан Анат Тагил хулинчи кирпĕч заводне ĕçлеме куçарнă. Вăрçă чарăнни çинчен çавăнта пĕлнĕ. «Хĕпĕртенипе çĕрĕпе ташларăмăр, савăнтăмăр, пĕрне пĕри ыталаса илсе макăртăмăр», - аса илет çав вăхăтри пурнăçа Мария Антоновна.

Çĕнтерÿ хыççăн вăл Сĕнтĕре таврăннă, фермăра выльăх пăхма тытăннă. Çур çултан ĕç укçи илнĕ те тутăр туяннă. «Йăмăк та ăна çыхасшăн, эпĕ те. Иксĕмĕр пĕр тутăра тытса йĕрсе лартăмăр», - тет ветеран.

1948 çулта вăл Нĕркеç каччипе, хăй пекех тăлăххăн ÿснĕ, 3 çул хĕсметре тăнă хыççăн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин тумхахлă çулне 4 çул такăрланă Николай Бариновпа çемье çавăрнă, 9 ачана пурнăç парнеленĕ. Шел, иккĕшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Упăшкин ĕмĕрĕ те вăрăм пулман, вăрçă тертне пула 43 çултах вилнĕ, арăмне çичĕ ачапа /асли - 16-ра, кĕçĕнни - 9 уйăхра/ тăлăха хăварнă. Шкула çÿрекеннисене ял Канашĕ çине тăнипе интерната вырнаçтарма хăтланнă. Амăшĕ яхăнне те яман, «Ниçта та памастăп, хампа юнашар çĕр улми çисе пурăнсан та куç умĕнче», - тенĕ. Аслĕ хĕрĕ амăшĕпе пĕрле фермăра ĕçлеме тытăннă, кĕçĕннисене ура çине тăратма пулăшнă.

Хăйĕн пĕлÿ илме май пулманнипе ачисене вĕрентме тăрăшнă вăл. Унăн сăмахне ăша хурса çитĕннĕскерсен хушшинче паян бухгалтер, менеджер, экономист, воспитатель, фермер, водитель, повар пур.

Тĕрлĕ çĕрте тымар янине пăхмасăр ерçÿллĕ самант тупса амăшĕ патне васкаççĕ вĕсем, унăн ватлăх кунĕсене хăтлăрах тăвассишĕн тăрăшаççĕ. Мария Антоновна хăй те чунĕпе çамрăк-ха. Вăй çитнĕ таран кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлать, пахчара кăштăртатать, выльăх патне тухать. Вăл пĕçерекен апат-çимĕç ачисемшĕн яланах тутлă та техĕмлĕ. Чÿрече янаххи тулли çитĕнтерекен чечекĕсем сиплĕх парса тăраççĕ.

Çывхарса килекен канмалли кунсенчен пĕринче Мария Бариновăн çичĕ ачи, 17 мăнукĕ тата 19 кĕçĕн мăнукĕ ăна ăшшăн саламлама, çуратса ÿстернĕшĕн, çын тунăшăн тав тума уяв кĕрекине пуçтарăнĕç - чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче вĕсен хаклă çынни 90 çул тултарать. Каçал тăрăхĕнчи ятлă та сумлă ветерана Мария Антоновнăна юбилейпе саламласа ентешĕсем те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей тата вăрăм кун-çул сунаççĕ.

Галина ГЕРАСИМОВА.

Комсомольски районĕ,

Нĕркеç ялĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.