Çемйипех кăмăлласа вулаççĕ
Хÿтлĕх

«Чăваш пичечĕн» салари киоскĕнче тăрăшакан Маргарита Филимонова пĕлтернĕ тăрăх - чăваш халăх хаçатне юратса вулакансем Тăвайĕнче йышлă. Вĕсенчен пĕри - Антонина Димитриева. Чылай çул ĕнтĕ вăл «Хыпара» куллен кунтан илсе тăрать. Çемйипех кăмăлласа вулаççĕ ăна, ерçÿ çук чухне те юратнă кăларăма алла тытмашкăн вăхăт тупаççĕ.

Чăн та, Антонина Виталиевнăн пушă самант çук та темелле: кил хуçалăхĕ пысăк, картиш тулли - кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх. Унсăр пуçне вăл ĕçлеме пăрахман-ха: районти тĕп больницăра хирурги уйрăмĕнче тăрăшать: вун виçĕ çул - сурана тасатса çыхнă çĕрте, халĕ - операци сестринче. Пĕтĕмĕшле стажĕ 33 çултан иртнĕ, çав шутра 31-шĕ сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче вăл пенсие тухрĕ. Пĕрремĕш категори специалисчĕ хальлĕхе тивĕçлĕ кану пирки шухăшламасть. Ăсталăхĕпе яваплăхĕ пысăк унăн, тăрăшулăхĕ иксĕлми. Çак пахалăхсене ертÿçĕсем уйрăмах хаклаççĕ.

Хăй те ĕçпе кăмăллă. Коллективра пĕр çемьери пек туслă пурăнаççĕ. Николай Димитриев хирурга ыррипе палăртать медицина сестри, йыш çамрăкланса пынишĕн савăнать - кăçалхи çурла уйăхĕнче çамрăк тухтăр Владимир Гурьев сиплеве кÿлĕннĕ. Ĕçтешĕпе Елена Саперовăпа та пĕр чĕлхе тупнă.

«Эпир хамăр ĕçе чунран парăннă, тивĕçе чыслăн пурнăçлатпăр, - тет Антонина Виталиевна. - Пациентсене пулăшмашкăн яланах хатĕр. Ытти уйрăмрипе танлаштарсан пирĕн патра интереслĕрех пек туйăнать - тĕрлĕ çын килет. Кашнинех сыватса ура çине тăратассишĕн хамăртан килнине пурне те тăватпăр. Планпа палăртнă операци чылай ирттеретпĕр. Тĕрĕссипе эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех сывлăх сыхлавçи пулма ĕмĕтленнĕ».

Сăлтавсăр мар паллах. Пиччĕшĕн арăмĕ, инкĕшĕ эппин, Рената Ивановна пенсие кайичченех Тăвай больницин поликлиникинче ĕçленĕ. Ăна кура Антонина та шкул пĕтернĕ хыççăн медицина училищине çул тытнă. Абитуриентсем йышлă пулнипе конкурс витĕр тухайман. Чăн та, ытти профессие алла илме те май килнĕ-ха - Канаш хулинче училищĕсем татах пулнă вĕт. Нимĕн те тăвайман, пĕри те килĕшмен. Медицинăра ăнăçман енне ветеринарие суйланă, Кострома облаçĕнчи Галич хулинче ветфельдшера вĕренме тытăннă. Амăшĕн хĕрне аякра усрас килмен пулинех, вăл ыйтнипе çулталăкран çав специальноçпех Вăрнарти совхоз-техникума куçса килнĕ. Диплом илсен Тăвай тăрăхне таврăннă, «Советская Россия» хуçалăхра выльăхсене сипленĕ. Чунĕпе вара медицинăнах ăнтăлнă - çулталăк çурă ĕçленĕ хыççăн Канашри медицина училищине тепĕр хут кайнă. Ăнăçнă ăна, фельдшера вĕренме илнĕ.

Халĕ, авă, Антонина Виталиевна - Тăвай енĕн ятлă-сумлă çыннисенчен пĕри, кăçал ăна ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕç.

Ял-йышра та хисепре. Агроном çемйинче çуралса ÿснĕскер çĕр ĕçне чунтан парăннă. Упăшки ашшĕ-амăшĕн аслă ывăлĕ пулнă май çемье çавăрсан уйрăлса тухма тивнĕ. Çын вырăнне туянса пÿрт лартнă вĕсем, сад ĕрчетнĕ. Пахча çимĕçе, улма-çырлана, сĕт-çупа аш-пăша хăйсем валли кăна мар, ачисене тивĕçтермелĕх те туса илеççĕ. Сăмах май, икĕ хĕрĕ аслă пĕлÿ илсе пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, вĕсем - экономистсем. Галина çемье çавăрса Шупашкарта тĕпленнĕ, ашшĕ-амăшне мăнук парнелеме те ĕлкĕрнĕ. Тăваттăри Илюш - кукашшĕ-кукамăшĕн куç тулли савăнăçĕ. Галина Мускавра ĕçлесе пурăнать.

Кĕçĕнни 7-мĕш класра ăс пухать. «Ывăлăма Кольăна ура çине тăратиччен ĕçлесех пулать, сахалтан та 4-5 çул. Эпир пулăшмасан камах алă тăсса парĕ. Хамăра та çăмăл пулмарĕ, çавăнпа ачасен шăпи телейлĕрех килтĕр тесе тăрăшатпăр», - тет амăшĕ.

Иккĕленмелли çук: ăна та Димитриевсем халăха юрăхлă çитĕнтереççех, компьютерпа туслăскере программист профессине алла илме май туса параççех.

Чăннипех телейлĕ хĕрарăм вăл, Антонина Виталиевна. Мĕнпе тетĕр-и? Ачисемпе, мăшăрĕпе. Тăванĕсем йышлă унăн, пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулмашкăн яланах хатĕр. Тăван пиччĕшĕпе шăллĕ Владимирпа Анатолий Тăвайĕнче тымар янă. Тĕрĕссипе, иккĕмĕшĕпе вĕсем йĕкĕрешсем-ха. Çут тĕнчене Антонинăран 15 минут маларах килнĕскер 83-ри амăшне пăхса пурăнмашкăн та, çемйине тытса пымашкăн та, çывăх çыннисене хÿтĕлемешкĕн те ерçÿ тупать.

«Анне - Пуянкассинчен. Çавна май унта иккĕмĕш сыпăкри пичче-шăллăм, аппа-йăмăк сахал мар. Хамăн 55 çулхи юбилее паллă тумашкăн пурте пухăнтăмăр, савăнтăмăр. Уяв сĕтелĕ хушшинче кăна мар, пысăк ĕçсене тумалла чухне те пĕрле эпир», - тет Антонина Димитриева.

Кун-çулне медицинăпа çыхăнтарнисем хăйсен сывлăхне упрама пĕлеççĕ çав. Ĕненетĕр-и, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнĕ хĕрарăм çуллахи вăхăтра ĕçе велосипедпа çÿрет. Шкулта гимнастикăпа туслашнăскер районта ирттерекен спорт мероприятийĕсене паян кунчченех хутшăнать.

В.ИЛЬИНА.

Тăвай районĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.