Ыйтăм

18 Юпа, 2014

Форум пурне те вăратрĕ

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум пирки пурнăçне спортпа çыхăнтарнă çынсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлес терĕмĕр.

Елена НИКОЛАЕВА, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, тĕнче чемпионки:

- "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума пирĕн патра ирттерни - республикăшăн питĕ пысăк чыс. Спорт çак уявне Чăваш Енре ирттерме шухăшлани ахальтен мар. Юлашки вăхăтра массăллă спорта аталантарассипе пирĕн республикăра чылай ĕç турĕç. Европа тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусем йĕркелес енĕпе те пысăк опыт пухнă. Физкультурăпа спорт министерстви те пур енлĕн пулăшса пырать.

28 Çурла, 2014

Садик ÿсĕмĕнчи тавçăрулăх ан çухалтăр тесен...

Йăлана кĕнĕ «августри педканаш» иртнĕ кĕçнерни кун вĕренÿ тытăмĕнчи нумай-нумай ĕçчене пĕр аудиторие пухрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче пушă вырăн çукпа пĕрехчĕ. Çулталăкра пĕрре чи çивĕч ыйтусене сÿтсе явма пухăннă йыш Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн В.Н.Ивановăн докладне тимлĕн тăнларĕ. Конференци темине кура ытларах чăн ăслăлăхсемпе математикăна çине тăрса вĕрентесси çинчен калаçнă май Владимир Николаевич шухăшĕсене тăтăшах пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пычĕ.

22 Çурла, 2014

“Чăваш Енре спорт аталанать”

Кăçал юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумĕ иртĕ. Республикăра кунашкал мероприяти пĕрремĕш хут пулĕ. Мускавра çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. РФ спорт министрĕ Виталий Мутко форум лапамĕсенчи тĕп дискуссисенчен пĕри спорт резервне хатĕрлесси пулассине пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - Раççей спортсменĕсем пысăк кăтартусемпе палăрнă, анчах çак шайран чакас мар, малалла аталанас тесен спорт хатĕрленĕвĕн учрежденийĕсен тытăмне çĕнетмелле.

13 Çурла, 2014

Хамăрăн – шанчăклăрах

Раççей пире хирĕçле санкцисем йышăннă çĕр-шывсенчен çулталăклăха апат-çимĕç турттарма чарăнать. Мĕнлерех йышăнаççĕ-ха Владимир Путин указне пирĕн республикăра?

Владимир АЛЕКСЕЕВ, Шăмăршă район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи уйрăмĕн пуçлăхĕ:

9 Çурла, 2014

Хамăрăн - пахарах та, сиплĕрех те

Патшалăх Канашĕн çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнчи анлă ларăвĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççее хирĕç санкцисем йышăннă патшалăхсенчен ял хуçалăх продукцийĕсем, апат-çимĕç тата ытти хăш-пĕр тавар кÿрсе килессине çулталăклăха чарса лартасси пирки пĕлтерчĕ, правительствăна çак ушкăна кĕрекен продукцисен переченьне хатĕрлеме сĕнчĕ, РФ субъекчĕсенчи ĕç тăвакан влаç тытăмĕсемпе пĕрле тавар рынокĕн мониторингне хатĕрлеме тата унăн тăрăмне тĕпчесе пĕлме хушрĕ. Çак пулăма Чăваш Республикинчи яваплă çынсем мĕнле йышăнаççĕ, мĕнле хак параççĕ?

Pages