Ыйтăм

1 Нарăс, 2018

Спорт - вăй-хал çăлкуçĕ

Çыннăн вăйлă та паттăр пулас тесен мĕн тумалла-ха? Паллах, пĕчĕкренех хул-çурăма пиçĕхтермелле, спортпа туслашмалла. Спорт — вăй-хал çăл куçĕ. Унпа туслă çын нимĕнрен те хăрамасть. Шел те, юлашки вăхăтра çамрăксене интернет ытларах кăсăклантарать. Вĕсем хăйсен сывлăхне епле сиен кÿнине те сисмеççĕ. Çапах пирĕн хушăра спортпа туслисем пур-ха. Спорт вĕсен пурнăçĕнче мĕнлерех вырăн йышăнать-ши?

Ирина ПЕТРОВА, Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕ, 10-мĕш класс:

18 Кăрлач, 2018

Коньки,«пÿремеч» илĕртнĕ ачасене

Шкул ачин пурнăçĕнче чи илĕртÿлли — хаваслă каникул. Кашниех епле чăтăмсăррăн кĕтет ăна. Кашни кунне ĕмĕтсемпе тултарать. Акă хĕллехи каникул хыçа юлчĕ. Пирĕн çамрăк вулакансем мĕнле ирттернĕ-ши ăна? Хăшĕ-пĕрин асра юлнă саманчĕсемпе паллаштарар.

Дарья АНТОНОВА, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул, 10- мĕш класс:

7 Раштав, 2017

Хальхи ăру мĕн вулать?

Ачалăхри халĕ те ăмсанса аса илмелли чи телейлĕ самантсенчен пĕри — кĕнеке вулама вăхăт тупма пултарни. Интереслĕ кĕнекене вĕçне тухмасăр та алăран вĕçертместпĕр вĕт! Эпир, ялта ÿсекенсем ĕçĕ нумай пулнине пăхмасăрах хайлав хыççăн хайлав вулаттăмăр. Чăвашлине те, вырăслине те тиркесе тăман. Пĕрне килĕшнĕ пулсан ыттисем те хапăлласа вулатчĕç. Çапла вара кĕнеке пирĕн класра алăран алла çÿретчĕ. Шкулпа сыв пуллашни вун икĕ çул çитрĕ, апла пулин те паянхи кун та алăран кĕнекене вĕçертместĕп.

2 Чÿк, 2017

Мĕн-ши вăл Хэллоуин?

Хэллоуин — авалхи кельт уявĕ, ăна юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Нумайăшĕ "Çветтуйсен кунĕ умĕнхи каç" тет Хэллоуина. Çак каç усал-тĕселе хăваласа ярасси малти вырăнта тăрать. Уявăн тĕп палли — кавăнран туса хатĕрленĕ çуткăч. Ача-пăча шурă тăхăнса аслисене хăратать, лешсем шăпăрлансенчен хăтăлас тесе вĕсене парне параççĕ, пылак çимĕçпе хăналаççĕ. Пирĕн çĕршыва Хэллоуин 1990 çулта кĕнĕ. Европăра тата Америкăра ку уява анлă паллă тăваççĕ. Раççейре вăл ытларах çамрăксен хушшинче сарăлма пултарнă.

28 Авăн, 2017

Сочиненире смайлик ÿкерес килет

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче тĕлĕнмелле уяв — Смайлик кунĕ — иртрĕ. Пурте пĕлекен сарă тĕслĕ пит иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕнчех пулнă. Çапах та ăна чи малтан кам шухăшласа кăларни паллă мар. Кун пирки тĕрлĕ верси çÿрет. Компьютерти смайлик авторĕ — Америка ученăйĕ Скотт Фалман. Вăл 35 çул каялла пĕлтерÿсене смайликсемпе /вĕсем икĕ пăнчăран, тирепе скобкăран тăнă/ усă курса çырма сĕннĕ. Çапах та Фалманччен маларах вырăссен паллă писателĕ Владимир Набоков скобкăпа кулă евĕр усă курнă.

Pages