Ырă тĕслĕх

21 Пуш, 2014

Урокра статьясене тишкереççĕ

«Çамрăксен хаçачĕн» юбилейлĕ номерне пичете хатĕрленĕ май ялти шкула çитсе куртăм - Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси вăтам шкулĕнче чăваш хаçачĕсĕр чăваш чĕлхи урокĕ иртмест.

Малалла вулас...

13 Пуш, 2014

«Тăрăшсан ĕмĕт-тĕллев пурнăçланатех»

XXI ĕмĕр профессионалсен ĕмĕрĕ пулнине шута илсе паянхи çамрăксенчен нумайăшĕ тавра курăмне анлăлатма, хальхи йышши технологисене алла илме тăрăшать. Инноваци тата ăслăлăх ĕçне хутшăнакан та сахал мар.

20 Нарăс, 2014

Пĕр-пĕрне ăнланса, йышпа канашласа

Тулли те интереслĕ пурнăçпа пурăнать тăваттăмĕш «б» класс. «Пире тунсăх, пирĕншĕн никам та тăрăшмасть » - тесе пусăрăнса лармаççĕ вĕсем. Çук унашкал тÿнтер ен. Ну, тем калăр та, çук !

5 Нарăс, 2014

Пиччĕшĕ те, шăллĕ те - стипендиатсем

Чăваш Енре хастар та мал ĕмĕтлĕ хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме тĕрлĕ енлĕн хавхалантарма тăрăшаççĕ. 2004 çултанпа çамрăксене пултарулăхри ăнтăлушăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине параççĕ.

30 Кăрлач, 2014

Ырăлăх парнелекен ал çырăвĕсем

Пĕр тăван Катьăпа Таня Никифоровăсем пирки педагогсем: «Эпир вĕсене питĕ яваплă ĕçсем шаннă-ха. Пултаруллăскерсене тĕрлĕ олимпиада - конкурса хутшăнтаратпăр. Вĕсемсĕр пĕр уяв та иртмест тата», - теççĕ вĕренÿре «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыракан хĕр ачасем пирки ăшшăн.

Pages