Ырă тĕслĕх

6 Чÿк, 2014

Пĕр ĕмĕтпе çунатланакансем

Этем пин-пин çул каяллах уçă тÿпе айĕнчен хÿтлĕхе куçнă, хăйне тата çемйине валли пурăнмалли вырăн тума пуçланă. Тахçан çынсем чул хăвăлĕсенче е çĕр пÿртсенче, çавăн пекех йывăç çинчи «пÿртсенче» пурăннă. Хальхи çуртсем мĕнлерех чаплă вĕт-ха. Строитель алли асамлă тейĕн.

Çак ачасене пĕр шухăш çывăхлатать - вĕсем пурте строитель пулма ĕмĕтленеççĕ. Кашниех ашшĕнчен тĕслĕх илсе унăн çулĕпе утасшăн, халăхшăн пархатарлă ĕç тăвасшăн.

21 Юпа, 2014

Вороновсем малашлăха такăр çул хывнă

Килĕшÿллĕ çемьере ĕç кал-кал пырать. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турханта пурăнакан Вороновсемпе тĕл пулнă май çакна аванах туйса илтĕм. Галина Поликарповнăпа Юрий Гаврилович пурнăç çулĕпе чĕрĕк ĕмĕр ытла пĕрле утаççĕ. Мăшăр пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланать. Кил хуçи тăван хуçалăхра инженерта ĕçлет, арăмĕ вара Мучикассинчи вулавăшра вăй хурать. Ĕçчен çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усрать. Галинăпа Юрий мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Галинăн амăшĕ фермăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Икĕ хĕрне вăл пĕчĕклех ĕçе кÿлĕнтернĕ. Хĕр пĕрчисем шкулта та лайăх вĕреннĕ.

14 Юпа, 2014

«Волонтер центрĕ йĕркелесен аван»

Кашни ĕçе чун ыйтнипе пурнăçлакансем.   "Ĕмĕт-тĕллев пур-тăк - малаллах ăнтăл", - шăпах çак шухăша тĕпе хурса пурăнать Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ Ксения Александрова.
2 Юпа, 2014

«Эпĕ вĕсенчен мĕнрен кая?»

Людмила шкул çулĕсенчех дояркăсене улăштарнă, ĕне пăрулаттарнă

Людмила Волкова уроксем хыççăн, кану тата каникул кунĕсенче амăшне йывăр ĕçре пулăшма тăван хуçалăхăн ĕне фермине çÿренĕ. Лидия Михайловна Муркаш районĕнчи ăратлă выльăх çитĕнтерекен "Передовик" совхозра дояркăра ĕçленĕ. Производствăри пысăк çитĕнÿсемшĕн хаклă парнене сахал мар тивĕçнĕ. Водительре вăй хуракан мăшăрĕпе Алексей Васильевичпа ачисене те хăйсем пекех тĕплĕ те чуна парса ĕçлеме хăнăхтарнă.

Pages