Комментари хушас

21 Юпа, 2014

Вороновсем малашлăха такăр çул хывнă

Килĕшÿллĕ çемьере ĕç кал-кал пырать. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турханта пурăнакан Вороновсемпе тĕл пулнă май çакна аванах туйса илтĕм. Галина Поликарповнăпа Юрий Гаврилович пурнăç çулĕпе чĕрĕк ĕмĕр ытла пĕрле утаççĕ. Мăшăр пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланать. Кил хуçи тăван хуçалăхра инженерта ĕçлет, арăмĕ вара Мучикассинчи вулавăшра вăй хурать. Ĕçчен çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усрать. Галинăпа Юрий мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Галинăн амăшĕ фермăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Икĕ хĕрне вăл пĕчĕклех ĕçе кÿлĕнтернĕ. Хĕр пĕрчисем шкулта та лайăх вĕреннĕ. Галина Шупашкарти планпа экономика техникумне пĕтернĕ хыççăн Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕнчи статистика пайĕнче экономистра ĕçлеме тытăннă. Хастар та пуçаруллă хĕре коллектив ăшшăн йышăннă. Часах унăн ят-сумĕ те ÿснĕ. Анчах амăшĕ пурнăçран ир уйрăлни хĕре хуçса хăварнă. Амăшĕ хĕрĕсене çемьеллĕ пурнăçра арçынна хисеплемеллине ăнлантарнă, телей пилленĕ. Галинăпа Светлана çывăх çынни вĕрентнине ăша хывнă, иккĕшĕ те мăшăрĕсемпе килĕштерсе пурăнса çемье ăшшине упраççĕ. Ачисене те хăйсем пекех маттур та ĕçчен пулма вĕрентеççĕ.

Юрий те ачаран премĕк-канфетпа иртĕхсе ÿсмен. Унăн ашшĕ-амăшĕ те ялта ятлă-сумлă çынсем пулнă, çирĕп хуçалăх тытнă. 5 ывăлне çынна хисеплеме, ĕçе юратма вĕрентнĕ. Ахальтен мар Вороновсен ывăлĕсем Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Командирсем ашшĕпе амăшне лайăх салтаксем ÿстернĕшĕн тав туса Тав çырăвĕсем ăсатнă. Гаврил Порфирьевичăн икĕ ывăлĕ те хăйĕн çулне суйланă: механизатор пулса тăнă. Юрий Гаврилович вăтам шкул пĕтерсенех Етĕрнери профтехучилищĕне çул тытнă, тракториста вĕреннĕ. Вороновсем 1989 çулта çемье çавăрнă. Виçĕ ача пăхса ÿстернĕ вĕсем. Аслă хĕрĕпе ывăлĕ хăйсем те çемьеллĕ ĕнтĕ. Пĕрер ача ÿстереççĕ. Ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕпе хавхаланса çемье телейне куç пек упараççĕ. Кĕçĕн хĕрĕ шкулта вĕренет. Вăл вĕренÿре те маттур, çав вăхăтрах ашшĕпе амăшне хуçалăхра пулăшма та вăхăт тупать.

Пирĕн Галинăпа сăмах çăмхи ирĕккĕнех сÿтĕлчĕ. Сăпайлăскер, килте арçын пуç пулнине, вăл хуçалăх тĕрекĕ иккенне палăртрĕ. Анчах хĕрарăмăн яваплăхĕ те пысăккине пытармарĕ. «Вăл çемье ăшшине, кил вучахне упраканĕ», - терĕ. Вороновсем килти ĕç-пуçа уйăрмаççĕ. Ахальтен-им вĕсем виçĕ ĕне, икĕ вăкăр, икĕ пăру тытаççĕ. Хурт-хăмăрпа ĕçлеме те вăхăт тупаççĕ. Çемьене пахча çимĕç те самаях тупăш кÿрет. Çавăн пек пысăк хуçалăха тытма вăхăт та чылай кирлĕ. «Çемьери ырă хутшăнусем пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама витĕм кÿреççĕ»,- уçăмлатрĕ Галина Поликарповна. «Пур çĕре те ăçтан ĕлкĕрет-ши вăл?» - тĕлĕнтĕм эпĕ унпа пупленĕ май. Мучикассинчи вулавăшра та тăрăшулăхпа, пуçарулăхпа палăрать вăл. Вулакансем валли чылай мероприяти ирттерет. Апла тăк - мăшăр çемье пурнăçĕн телейне чăннипех тупнă, малашлăха такăр çул хывнă.

 

Юлия МАРЕЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.