Ырă тĕслĕх

15 Кăрлач, 2015

Литературăна, Константин Иванова халалланă çулталăк ăнăçлă пуçланчĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен литераторĕсемпе тата культура учрежденийĕсен ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕлпулура кăçалхи çулталăка Раççейре Литературăна, пирĕн республикăра Константин Иванова халалланă май тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕ.

17 Раштав, 2014

«Çумра çук пулсан та - чунра пур»

Юрий Ендеева ентешĕсем манмаççĕ. «Паттăр ячĕ ĕмĕре», «Паттăрлăх вилĕмсĕр» - теççĕ халăхра. Паттăр салтак - çывăх çыннисен, тăванĕсен, юлташĕсемпе тусĕсен, ял-йыш асăнче яланлăхах юлать. Çакна Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра тепĕр хут курса ĕнентĕм.

22 Чÿк, 2014

Хăвачĕ -иксĕлми

Хĕрарăм ир пуçласа каçчен сахалтан та 150 витре шывпа апат йăтни пуçа шăнăçаймасть. Унăн ĕç кунĕ 4 сехетре пуçланать те çĕрле тин вĕçленет. Çакă Етĕрне районĕнчи Мăн Йĕкĕт кинĕшĕн пурнăç йĕркине çаврăннă.

20 Чÿк, 2014

«Вуннă курнă, вунпĕрмĕш хут курма та хирĕç мар...»

Янкăлч шкулĕн музейĕ Раççей конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă.      Канаш районĕнчи Янкăлчри шкул ку тăрăхри пĕлÿ çурчĕсемпе танлаштарсан хăйне евĕрлĕхĕпе, вĕренÿ тытăмĕнче çĕнĕлĕхсемпе усă курнипе уйрăлса тăрать. Паян кунта 91 ача пĕлÿ илет.

15 Чÿк, 2014

Паянхи ĕçе ырана хăвармасăр

- Эпир мĕнпур ĕçе йышпа тума хăнăхнă. Ăнăçу вăрттăнлăхĕ те çакăнта тен. Хальхи вăхăтра çапла кăна малалла утма пулать. Пирĕн коллектив лайăх, учительсем пĕр-пĕрне яланах пулăшса пыраççĕ. Кирлĕ-тĕк отпускра та тухса ĕçлетпĕр. Сăрлатпăр, шурататпăр, çÿп-çап тасататпăр.

Pages