Комментари хушас

15 Кăрлач, 2015

Литературăна, Константин Иванова халалланă çулталăк ăнăçлă пуçланчĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен литераторĕсемпе тата культура учрежденийĕсен ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕлпулура кăçалхи çулталăка Раççейре Литературăна, пирĕн республикăра Константин Иванова халалланă май тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕ.

Обществăра литературăпа вулав туртăмне пысăклатмаллине, тăван халăхăн культурăпа истори еткерне сыхласа хăвармаллине палăртрĕ республика ертÿçи.

2015 çулта Литература тата Константин Иванов çулталăкне халалланă мероприятисем чылай пулĕç. «Вĕсем чăваш халăхĕн, уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн культура шайне ÿстерме, регионсен хушшинчи хутшăнăва çирĕплетме пулăшĕç», - терĕ ЧР Культура министрĕ Вадим Ефимов.

Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов çамрăк ăрăвăн ăс-хакăл воспитанийĕнче те литература пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Вĕренÿ учрежденийĕ-сенче пултарулăх çыннисемпе тĕлпулусем ытларах ирттерес тĕлĕшпе ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Искусствăпа, культурăпа кăсăк-ланакан ачасене ытларах тăрăшма, пĕлме хавхалантарасса шантарчĕ.

Çавăн пекех «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, Михаил Кондратьев профессор, Чăваш халăх писателĕ Сергей Павлов, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова, Чăваш наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова, республикăри тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем те хăйсен сĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç.

Пухăннисем Чăваш кĕнеке издательстви пичетлесе кăларакан кĕнекесен, уйрăмах тăван чĕлхепе çырнисен сутлăх хисепне ÿстерес ыйтăва та сÿт-се яврĕç.

Республика Пуçлăхĕ çак пĕлтерĕшлĕ пулăма, Литература тата Константин Иванов çулталăкне ăнăçлăн та тухăçлăн ирттерес тĕллевлине палăртрĕ. Мероприятие пухăннисене тав турĕ.

Шупашкарти 24-мĕш шкулта вĕренекен çамрăк талантсене Виктория Ласточкинăпа Анастасия Сиговăна Михаил Игнатьев Чăваш Республикин гербне сăнланă сехет парнелерĕ. Вĕсем хăйсен сăввисене пухăннисене вуласа пачĕç.

 

Сăнÿкерчĕке cap.ru сайтран илнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.