«Эпĕ вĕсенчен мĕнрен кая?»

2 Юпа, 2014

Людмила шкул çулĕсенчех дояркăсене улăштарнă, ĕне пăрулаттарнă

Людмила Волкова уроксем хыççăн, кану тата каникул кунĕсенче амăшне йывăр ĕçре пулăшма тăван хуçалăхăн ĕне фермине çÿренĕ. Лидия Михайловна Муркаш районĕнчи ăратлă выльăх çитĕнтерекен "Передовик" совхозра дояркăра ĕçленĕ. Производствăри пысăк çитĕнÿсемшĕн хаклă парнене сахал мар тивĕçнĕ. Водительре вăй хуракан мăшăрĕпе Алексей Васильевичпа ачисене те хăйсем пекех тĕплĕ те чуна парса ĕçлеме хăнăхтарнă.

Виççĕмĕш класра чухне Людмила хăй тĕллĕнех ĕне сунă - ăнсăртран чирлесе ÿкнĕ дояркăна улăштарнă. Ăна амăшĕ пулăшнă паллах. Харсăр хĕр ача çакăнпа мăнаçланнă, малашне те çитĕннисен ĕçне хутшăнас ĕмĕтпе хавхаланнă. "Аслисем пултараççĕ, эпĕ вĕсенчен мĕнрен кая?" - шухăшланă вăл. Аслăрах классенче хăюллăнах отпускри дояркăсем вырăнне юлнă. Пĕррехинче яваплă çынсем фермăра пулманран хăй тĕллĕнех ĕне пăрулаттарнă. Çакăн хыççăн ветеринар пулас ĕмĕчĕ татах çирĕпленнĕ.

Людмила 1966 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Хачăк Салинче çут тĕнчене килнĕ. Вырăнти пуçламăш шкул хыççăн Мăн Сĕнтĕрте вăтам пĕлÿ илнĕ. Харсăрскер пионер отрядне ертсе пынă, класс комсоргĕ, унтан шкулти комсомол организацийĕн ертÿçи пулнă.

Волковсем çемьере пиллĕкĕн ÿснĕ: 4 хĕр те 1 ывăл. Людмила - вăталăххи. Чуна пахалакан ырă енсене вăл ашшĕ-амăшĕсĕр пуçне аппăшĕпе пиччĕшĕнчен вĕренсе ăша хывнă, çав вăхăтрах йăмăкĕсемшĕн ырă тĕслĕх шутланнă. Кам пуласса шкул çулĕсенчех тĕплĕн палăртнăскер 1984-1989 çулсенче Хусанта выльăх тухтăрне вĕреннĕ. Çывăх çыннисем ĕмĕтленнĕ пекех кил-йышра вăталăххисĕр пуçне тата иккĕшĕ пурнăçа ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Аслă хĕрĕ Елена Мăн Сĕнтĕрте апат-çимĕç тирпейлекенре, йăмăкĕ Людмила Ольга Чул хула облаçĕнче дояркăра ĕçлеççĕ.

Л.Волкова 4-мĕш курсра вĕреннĕ чухне клубра паллашса çывăх туслашнă Евгенийпе пĕрлешнĕ, Бояринова пулса тăнă. Мăшăрĕ юнашар ялтан - Мăрсакассинчен, Евгений Михайлович тĕп килтен уйрăлса тухса ялта çурт хăтланă.

Арăмĕн палăртнă вăхăтпа яланах пĕр килмен ĕçне кил хуçи ăнланать. Иртерех çитмелле чухне çăмăл автомашинăпа леçет, вăрах тытăнса тăрсан пырса илет.

Людмила Алексеевна хăйне вăхăтра пулăшакансене, маяк евĕрех тĕрĕс çул кăтартакансене ырăпа аса илет. "Передовик" совхоз ертÿçинче тăрăшнă Валерий Краснова, Виталий Васильев ферма заведующине, Валентина Белова ветврача, Анатолий Романов ветсанитара чĕререн тав тăвать.

Çамрăк специалист алла диплом илсен 3 çул тăван ялĕнче техник-осеменаторта вăй хурать. 1992 çултанпа ветлабораторире - ветврач, 2011 çултанпа ветстанцире - ветврач-эпизоотолог. 2004-2007 тата 2013 çулсенче ветстанци пуçлăхĕн çумĕ пулнă, халĕ - ертсе пыракан веттухтăр. Апла пулин те ăна станци пуçлăхĕ Николай Яковлев ĕçпе ăçта та пулин каяс тăк хăйĕн вырăнне шанса хăварать.

Людмилăпа Евгений Бояриновсем 3 ача ÿстернĕ. Еленăпа Владимир - çемьеллĕ, Екатерина Москакасси шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет. Аслă ÿсĕмрисем 3 мăнукпа савăнаççĕ.

Л.Бояринова 2004 çултанпа учрежденире профсоюз пуçламăш организацине ертсе пырать. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна 2007 çулта ЧР Профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕн президиумĕн, çав çулах ЧР Патшалăх ветслужбăн Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Кăçал районти ветстанци 50 çул тултарнă май Людмила Алексеевнăна ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе хавхалантарнă.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.