Пиччĕшĕ те, шăллĕ те - стипендиатсем

5 Нарăс, 2014

Чăваш Енре хастар та мал ĕмĕтлĕ хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме тĕрлĕ енлĕн хавхалантарма тăрăшаççĕ. 2004 çултанпа çамрăксене пултарулăхри ăнтăлушăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине параççĕ. 2013 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе стипендиатсен йышне кĕнисенчен 60% - вĕренекенсем, 8% - общество пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем, 32% - промышленноç, ял хуçалăх, культура тата ытти сферăри специалистсем. Вĕсем уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕç. Пысăк çак чыса Елчĕк районĕнчи 13 çамрăк тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче пĕр тăвансем - Аслă Елчĕкри Ильяпа Денис Черновсем.

Кĕрешет, хоккейла вылять

Илья Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренет. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ - Хисеп хăми çинче. Вăл шкулти мероприятисене хастар хутшăнать. Класс ертÿçи Надежда Хушкина каланă тăрăх - 5-8-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтра Илья Тимур командин ертÿçи пулнă, хăйĕн ушкăнĕпе ватă çынсене тăтăшах пулăшнă. Каччă аслă ăру çыннисене халĕ те хисеплет, урамра курсан сывлăх сунмасăр иртмест. Çакăншăн ăна пурте хисеплеççĕ, юратаççĕ. Хальхи вăхăтра И.Чернов шкулти "Сенкер вĕçен кайăк" организаци членĕ.

11-мĕш класс вĕренекенĕ спортпа питĕ туслă, район, республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса час-часах малти вырăнсене йышăнать. Илья - пиçиххи çыхса кĕрешес енĕпе Раççей спорт мастерĕ. Унăн çавăн пекех ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе те разряд пур. Хоккей енĕпе республикăра пĕрре мар чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Юлташĕсем вăл лайăх вратарь пулнине палăртаççĕ. Илья çавăн пекех футболла, баскетболла выляма юратать. "Илюш пĕчĕкрех чухне тăтăшах чирлетчĕ, час-часах больницăра выртатчĕ. Çакăншăн хам та пăшăрханаттăмччĕ. Сывлăхĕ лайăхланмĕ-ши тесе эпир ăна спортпа туслашма сĕнтĕмĕр. Чăн та, Илья Уркин ячĕллĕ спорт шкулне çÿреме тытăнсан вăл спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума пуçларĕ. Хăйĕнчен çирĕп ыйтни, çине тăма пĕлни, учительсем мĕн хушнине яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани, ĕçченлĕхĕ те ÿсĕмсем тума пулăшаççĕ ăна. Илья пирĕн шкулта ăс пухакансене ырă тĕслĕх кăтартать. Кĕçĕн классенче ăс пухакансем чĕнсен вăл вĕсемпе калаçусем ирттерет, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни хăйсемшĕнех усăллă иккенне ăнлантарать," - каласа кăтартать класс ертÿçи Надежда Хушкина. "Спорт манăн сывлăха çирĕплетме пулăшрĕ. Унсăр пуçне вăл чăтăмлăха, кĕлетке пиçĕлĕхне ÿстерет. Ăмăртусенче паллă çынсене курни, çĕнĕ тус-юлташ тупни хавхалантарать", - чунне уçать Георгий Адюков тренер патĕнче ăсталăхне туптакан çамрăк.

Унăн награда чылай. 1-мĕш вырăншăн панă медальсене ятарласа шутларăмăр та - 33 штук пулчĕ. Унсăр пуçне 2 тата 3-мĕш вырăнсемшĕн тивĕçнисем, кубоксем, Тав хучĕсем... Кăçал Илья хăйне чĕнекен пĕтĕм ăмăртăва хутшăнасшăнах мар, пысăк пĕлтерĕшлисенче çеç вăй виçесшĕн. 11-мĕш класс вĕренекенĕн Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене хатĕрленмелле-çке. И.Чернов ППЭ йĕркеллех тытсан çар училищине вĕренме каясшăн. Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсен йышне лекнĕшĕн чăнласах та савăнать вăл, укçине вара тăкакласшăн мар. Вĕренме кĕрсен çав нухрат вырăнлăрах пулĕ.

 

"Ял пурнăçĕ килĕшет"

Унăн пиччĕшĕ Денис - Ленин ячĕллĕ ЯХПКра оператор. Выльăх-чĕрлĕхе юратать вăл. Пăру пăхакан амăшĕ ăна пĕчĕклех хăйпе пĕрле фермăна илсе килсе кăтартнă. Килте выльăх усрани те професси суйлавне витĕм кÿнĕ паллах. Чăн та, шкул пĕтерсенех ял хуçалăх тытăмне вырнаçман вăл, юлташĕсемпе пĕрле Мускава çÿренĕ. "Малтанхи виçĕ çул килĕшетчĕ, каярахпа йĕркеллĕ тÿлеми пулчĕç те тĕп хулана текех каяс темерĕм. Вырăнти хуçалăхра ĕçлеме пуçларăм. Кунти условисем килĕшеççĕ, шалу та вăхăтра параççĕ", - пĕлтерет Денис. Хуçалăх ертÿçисем ăна хушнине тĕплĕн пурнăçланăшăн, ÿркенменшĕн мухтаççĕ. Унсăр пуçне каччă хăй вăхăтĕнче ĕне сăвакан операторсен хушшинче йĕркеленĕ конкурсра малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă.

Денис хăйĕн пушă вăхăт çукпа пĕрех тесе çирĕплетет. Çуркунне ял çыннишĕн канăçсăр тапхăр пуçланать те - çитĕнтернĕ пахча çимĕçе пуçтарса кĕртмесĕр те вĕçленмест вăл. Д.Чернов ĕç хыççăн ялти фермер патĕнче пилĕк авма та ĕлкĕрет. Çав хушăра, паллах, килти пахчара тăрмашма та ерçÿ тупать. Ял хуçалăхне килĕштерекен йĕкĕт хальлĕхе ашшĕ-амăшĕпе тата шăллĕпе Ильяпа пурăнать. Кăçал кĕр енне уйрăлса тухма ĕмĕтленет. Çурчĕ пур ĕнтĕ, ăна ашшĕн аппăшĕ парнеленĕ. Яш çулла ку пÿртĕн никĕсне çирĕплетесшĕн, тăррине улăштарасшăн, ун çумне тĕксе çурт тăвасшăн. Каярахпа хуралтăсем хăпартасшăн. Унтан вара выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăнасшăн: лаша /ăна вăл питĕ юратать/ тата вăкăр усрасшăн. Строительство ĕçĕсене пуçăнсан стипенди укçи шăпах вырăнлă пулĕ. Унччен çав кĕмĕле тытасшăн мар, пухса пырасшăн. "Тĕрĕссипе, стипендиатсен йышĕнче пулатăп тесе шухăшламанччĕ. Пĕлĕшсем те: "Пĕр çемьерен икĕ çынна стипенди парĕç-ши?" - тенĕрен пушшех пăшăрхантăм. Ку чыса тивĕçнине пĕлсен вара савăнтăм. Çакнашкал пулăшу чăнласах та хавхалантарать", - хĕпĕртевне пытармасть çамрăк.

Лаша çулталăкĕ Денисшăн нумайлăха асра юлĕ, мĕншĕн тесен вăл кăçал авланасшăн. Савнийĕпе калаçса татăлнă ĕнтĕ. "Мăшăру хулана илсе каяс тесен килĕшĕн-и?" - тесен акă мĕн хуравларĕ Д.Чернов: "Çук, хулана каймастпăр. Пире ял пурнăçĕ ытларах килĕшет". Чун çунтармăш чиперкке Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче юлашки курсра вĕренет. Зоотехник специальноçне алла илекенскер ялта пурăнма хирĕç мар, хăйĕн профессийĕпех ĕçе вырнаçасшăн. Ял хуçалăхне кăмăллакан çамрăксене телей сунмалли çеç юлать.


Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн тата çемье архивĕнчен

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.