Пĕр-пĕрне ăнланса, йышпа канашласа

20 Нарăс, 2014

Тулли те интереслĕ пурнăçпа пурăнать тăваттăмĕш «б» класс. «Пире тунсăх, пирĕншĕн никам та тăрăшмасть » - тесе пусăрăнса лармаççĕ вĕсем. Çук унашкал тÿнтер ен. Ну, тем калăр та, çук !

Нимĕн те тăваймăн. Те лара-тăра пĕлмен йыш пулнăран, те темĕнпе те интересленекен ачасем пухăн¬нăран çавнашкал. Калама йывăр. Кашнин¬чен вут-хĕм сапать тейĕн. Вĕренÿре кăшт кам та пулин «уксахлама» тытăнать-и - тÿрех лайăх паллăсемпе ĕлкĕрекенсен пысăк йышĕ пулăшăва васкать: туссем юлташа ăнлантараççĕ, малалла туртăнма пулăшаççĕ. Пĕр-пĕр концерта хатĕрленес е ăмăртăва пуçтарăнас пулсан та пурте кар тăрса çине тăраççĕ те юрра-ташша хатĕрленеççĕ...

Çакăн пек туслă йыша пĕтĕçтерет те ĕнтĕ вĕсен ертÿçи Тамара Георгиевна Чашкова. «Çыхман çапă шăпăр мар» те¬нешкел, эпир пĕрремĕш кунсенчех туслăх мĕнне ăнланса пурăнма пуçăнтăмăр, - тет Тамара Георгиевна. - Çакăнтан пуçланчĕ те пулĕ пирĕн малашлăхри çитĕнÿ. Халь ак кашни хăй тĕнче. Çав уйрăм тĕнчерен пĕр лайăх планета пулса тăчĕ. Вăл - тăваттăмĕш «б» класс».

Тамара Георгиевнăн хăйĕн класс ачисемпе чăннипех те мухтанма сăл¬тавĕ пур. Вĕренÿре малта пыракансем те, тĕрлĕ мероприяти пуçаруçисем те, ырă канашпа е сĕнÿпе савăн¬таракансем те юнашарах. Наталья Иванова вĕренÿ отличници, Наталья Иванова чечек ĕрчетекен ăста тата нумайăшĕ класшăн чăннипех те тă¬рăшаççĕ. Пурте хăй юратнă кружока е секцие хаваспах çÿрет. Милош Ни¬колаев, сăмахран, район центрĕнчи «Хĕлхем» физкультурăпа спорт ком¬плексĕнчи шахматистсен кружокĕнче хăйĕн ăсталăхне туптать. Арçын ачан çитĕнĕвĕпе Зиновий Парамонович Федоров кружок ертÿçи те кăмăллă, ача спортра малашлăхра çитĕнÿ тума пултарасса курса савăнать.

Анна Суранова, Олег Егоров тата Анна Семенова чăн-чăн сценаристсем те, мультипликаторсем те. Вĕсем хаваспах тĕрлĕ мультфильм валли сюжетсем ÿкереççĕ. Пĕчĕкскерсем аллисенчи киçтĕксемпе самантрах мультфильмри сăнарсене тĕрлĕ сă¬рăпа хут çине сăнлаççĕ те чĕрĕлĕх кĕртеççĕ. Тусĕсенчен Эдуард Лебедев та, Ваня Захаров та, Лена Петухова та, Роман Никандров та, Вениамин Викторов та, Серафима Захарова та юлмаççĕ. Вĕсем те чăн-чăн ăстасем. Ÿкерес ĕçре маттур та пултаруллă.

Тамара Георгиевнăн туслă йышпа савăнмасăр майĕ çук. Малашне те çак суйласа илнĕ ăнăçу çулĕпе талпăнасшăн тăваттăмĕш «б» класс. Пĕр-пĕрне ăнлан¬са, пĕрле канашласа утаççĕ маттурсем пĕлÿ тĕнчипе.

Владимир ЛЕОНИДОВ.

Элĕк районĕ,

Элĕк вăтам шкулĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.