Паян пирĕн республикăра йăлана кĕнĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Тĕрлĕ министерство-ведомствăра ĕçлекенсемпе пĕрлех "Хыпар" издательство çурчĕн ертÿçисем те халăхпа тĕл пулма васкаççĕ.
Нумай çул старостăра ĕçлерĕм. Ял варринчи çула юсама [чул сарма] халăхран 50 пин тенкĕ пуçтартăм. Анчах палăртнине пурнăçлама ку укçа çителĕксĕр. Тепĕр 50 пин тенкĕ кирлĕ. Ыйтăва ял тăрăхĕн администрацийĕнче те пĕрре кăна мар çĕкленĕ — вĕсен яланах укçа çук. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ чупмасан халăхшăн камăн тăрăшмалла? 5 çул каялла çул тăватпăр тесе 4 машина хăйăр тăкрĕç те — пулчĕ çул тăвасси. Çуркуннепе кĕркунне çумăр çусан яла кĕме çук. Ял çумĕпе асфальт сарнă çул иртет, машинăсене унта лартса хăваратпăр. Пĕр çулхине тăватă кустăрмине те хывса кайрĕç.
Акă вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех кĕтнĕ каникулăн пĕрремĕш уйăхĕн çурри иртрĕ те. Вăхăт сисĕнмесĕрех шăвать. Апла пулин те Йĕпреçри 2-мĕш шкул картишĕ вăйă-кулăпа тулли пулни урамранах палăрчĕ — шкул çумĕнчи лагерь сасси ку. Вĕренÿ çулĕнче ачасем çанă тавăрса пĕлÿ илнĕ. Тата шкулта тĕрлĕ кружок ĕçленĕ: «Робототехника», «Шкул лесничестви», «Çул-йĕр çамрăк инспекторĕсем» тата ытти те.
Йĕпреç районĕнчи Киров ял тăрăхĕнчи Пăкăянти ирĕклĕ пушар командине çĕнĕрех техника кирлĕ, халĕ усă кураканни питĕ кивелнĕ. Çĕнĕрех техника хăçан пама пултараççĕ-ши?
Ял халăхĕ тата ирĕклĕ пушар команди ыйтнипе — Пăкăян ялĕн старости Владимир ИВАНОВ. Йĕпреç районĕ.
Ыйтăва Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăру тата граждан оборонин ĕçĕсен патшалăх комитечĕ çапла хуравларĕ: