Йĕпреçсене каяш ыйтăвĕпе сĕт хакĕ пăшăрхантарать

19 Раштав, 2018

Паян пирĕн республикăра йăлана кĕнĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Тĕрлĕ министерство-ведомствăра ĕçлекенсемпе пĕрлех "Хыпар" издательство çурчĕн ертÿçисем те халăхпа тĕл пулма васкаççĕ. Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕ Дмитрий Моисеев Йĕпреç районĕнче пулчĕ. 

Пĕрлехи информаци кунĕнче пăхса тухма палăртнă ыйтусем яланахиллех тĕрлĕ енлĕ. Вĕсене сÿтсе явнипе пĕрлех халăха хумхантаркан-калаçтаракан çивĕч темăсене те хускатаççĕ. Дмитрий Андреевич пĕлтернĕ тăрăх, Йĕпреç районĕнче пурăнакансене йăлари хытă каяша кÿрсе тухассипе, уншăн тÿлессипе çыхăннă ыйту пăшăрхантарать. Выльăх-чĕрлĕх тытакан ял çыннине пĕр литр сĕте халăхран йÿнĕпе, 18 тенкĕ те 50 пуспа, пухни те кулянтарать. 

Паллах, савăнмалли те пур. Ял хуçалăхĕнче 30 çул ытла ĕçленисен пенси хушăнĕ. Ун пек категорие кĕрекен çынсем Йĕпреç районĕнче - 800 ытла пенсионер. Анчах Йĕпреçре пурăнакан пенсионерсене вăл тивĕçмĕ. Мĕншĕн тесен Йĕпреç хула йышши поселок шутланать. 

Пĕрлехи информаци кунне кайнисем Йĕпреçри культура çуртĕнче кинозал уçнă çĕре хутшăннă. Савăнăçлă самантра Йĕпреçсемпе Чăваш Енĕн Патшалăх конкурент политикипе тариф службин ертÿçи Марина Кадилова, Йĕпреç районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов, район пуçлăхĕ Александр Яковлев тата Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕ те пулнă. 

www.hypar.ru

 

 

Комментари хушас