Çĕнĕ Выçлисем автобус çÿреме пуçлассине шанаççĕ

21 Авăн, 2020

Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Выçли ялĕ Канашран Йĕпреçе кайнă чухне сулахай енче юлать. Унтисем Канаша час-часах çÿреççĕ. Анчах ял çыннисене общество транспорчĕ çÿременни пăшăрхантарать. Вĕсен такси е уйрăм çын транспортне тытса çула тухма тивет.

Çĕнĕ Выçлисем Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевран пулăшу ыйтнă. Вăл вĕсене Инстаграмра хуравланă тăрăх, «Канаш—Çĕнĕ Выçли» маршрутпа çÿрекене палăртма республикăн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви маларах конкурс ирттернĕ, анчах заявкăсем пулман. Юпа уйăхĕнче конкурса тепĕр хутчен ирттермелле.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. YouTube сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас