Пушар машини кирлĕ

Йĕпреç районĕнчи Киров ял тăрăхĕнчи Пăкăянти ирĕклĕ пушар командине çĕнĕрех техника кирлĕ, халĕ усă кураканни питĕ кивелнĕ. Çĕнĕрех техника хăçан пама пултараççĕ-ши?

Ял халăхĕ тата ирĕклĕ пушар команди ыйтнипе —
Пăкăян ялĕн старости Владимир ИВАНОВ.
Йĕпреç районĕ.

Ыйтăва Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăру тата граждан оборонин ĕçĕсен патшалăх комитечĕ çапла хуравларĕ:

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи пушарпа кĕрешекен службăн штатран ытлашши техника çук. Кăçал çак службăн уйрăм подразделенийĕсем валли çĕнĕ пушар автомобилĕсем туянма планланă. Çĕнĕ машинăсем илсе килсен малтан усă курнă /кирлĕ мар/ пушар техникине ял тăрăхĕсене пама май пулать. Çакăн пирки каярахпа тĕплĕнрех пĕлтерĕпĕр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.