«Сирĕн канлĕхе упратпăр, чăнкă пуласса шанатпăр»
Акă вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех кĕтнĕ каникулăн пĕрремĕш уйăхĕн çурри иртрĕ те. Вăхăт сисĕнмесĕрех шăвать. Апла пулин те Йĕпреçри 2-мĕш шкул картишĕ вăйă-кулăпа тулли пулни урамранах палăрчĕ — шкул çумĕнчи лагерь сасси ку. Вĕренÿ çулĕнче ачасем çанă тавăрса пĕлÿ илнĕ. Тата шкулта тĕрлĕ кружок ĕçленĕ: «Робототехника», «Шкул лесничестви», «Çул-йĕр çамрăк инспекторĕсем» тата ытти те.
Автохулана парăнтараççĕ
«Çул-йĕр çамрăк инспекторĕсем» чи аслă кружок шутланать. Ертÿçи Валерий Никифоров. Вăл ДОСААФра вăй хурать. Валерий Петрович 1980 çулта Йĕпреçри 2-мĕш шкулта ĕçлеме пикеннĕ. 1981 çулта район хаçатĕнче çамрăк инспекторсем çинчен çырнă статьяна вуланă. Çав çулах вара шкулта кружок йĕркеленĕ.
Çамрăк инспекторсем вĕреннĕ, аталаннă, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă. Малтан кружока 14 çул тултаричченех çÿреме пултарнă, халь вара — 12 çулччен çеç. Çавăнпа кашни çулах — çĕнĕ йыш. «Авăн уйăхĕнче ачасене тимлĕ сăнатăп: кам çаврăнăçуллăрах, камăн кăмăлĕ пур. ЮИД вăл – вăй. Пирĕн ăмăртусем — чи лайăххисем. Çул çинчи хăрушсăрлăха пĕлни яланах кирлĕ», — тет чунне парса ĕçленĕ Валерий Никифоров.
Дарья Носкова, Василий Тарасов, Маргарита Краснова тата Сергей Козеонов 5-мĕш «б» класра вĕренеççĕ. Вĕсем асăннă кружока çÿреççĕ. «Эпир— çул çинчи хăрушсăрлăхшăн. Пĕрремĕш пулăшу пама пĕлетпĕр. Валерий Петрович питĕ ăслă вĕрентекен. Вăл — пирĕншĕн тĕслĕх. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче эпир, çамрăк инспекторсем, районта 28-мĕш хут çĕнтерÿçĕсем пулайрăмăр. Республикăра вара, шел пулин те, тăваттăмĕш вырăна çеç йышăнайрăмăр», — терĕç Васьăпа Даша.
Тупăшусем 5 юхăмпа иртеççĕ: автохула, велосипедпа эрешлесе ярăнни, çул çÿрев правилисем, васкавлă медицина пулăшăвĕ, ОБЖ. Кружока çÿрекенсем чылай тупăшуран малти вырăнсене йышăнса таврăннă. Акă 2010 çулта республика тапхăрĕнче çĕнтерсе Кузбаса кайма тивĕçнĕ. Раççейре хутшăнни вĕренекенсемшĕн те, вĕрентекеншĕн те паллă пулăм шутланнă. «Федераци шайĕнче иртекен ăмăртура килĕшекен велосипеда суйласа илме май пур, район е республика ăмăртăвĕсенче вара хăшне параççĕ, çавăнпа ярăнмалла», — пĕлтерчĕ Валерий Петрович.
5-мĕш «б» класс — кадет класĕ. Вĕренекенсем хора çÿреççĕ. Хĕр ачасем те, арçын ачасем те футболла выляççĕ. «Питĕ пултаруллă вĕренекенсем», — теççĕ вĕрентекенсем 5-мĕш «б» класри 25 ача пирки.
Шăпăрлансем çул-йĕр çамрăк инспекторĕсен кружокне пĕр çул çеç çÿреççĕ пулин те мĕн вĕреннине нихăçан та асран кăлармĕç. Вĕсем яланах асăрхануллă пулĕç, тантăшĕсене те çавнах вĕрентĕç.
«Ур-ра: çулла!»
«Хĕвел хули» çуллахи лагерь çĕртме уйăхĕн 1-27-мĕшĕсенче ĕçлет. Теми — экологи. Вăйă-кулă, экскурсисем, спорт ăмăртăвĕсем, ÿкерчĕк конкурсĕсем тата ытти те ача-пăчана смена тăршшĕпе хавхалантараççĕ. Шкула районти тĕрлĕ организацири çынсем килсе çÿреççĕ, мероприятисем иртереççĕ. Вĕренекенсем хăйсем те е музее, е театр курма Йĕпреçе çул тытаççĕ. Акă ачасене хÿтĕлемелли куна «Патвар» физкультурăпа сывлăха лайăхлатакан комплексра ирттернĕ. Лагере çÿрекенсем унта хутшăннă. «Смена çакăн пек хаваслă уявран пуçланни питĕ аван! Кашни кунах мĕнпе те пулин асра юлать. Кунне икĕ хут апат çитереççĕ. Ту-утлă! 8:30-та килетпĕр те 14:30-ччен шкулта вăхăт иртни те сисĕнмест. Эрнере икĕ хут бассейна çÿретпĕр. Кану лагерĕ вăйă-кулăсăр иртмест. Акă паян шапалла тата мафилле вылярăмăр», — чĕвĕлтетрĕç лагерь шăпăрланĕсем. Малалла вулас...