Йăла-йĕрке

16 Чÿк, 2016

Чемен хулашĕнче, Кĕр сăри уявĕнче

Авалтан пыракан йăла-йĕркепе чăвашсем кĕрхи ĕçсене вĕçлесен Кĕр сăри паллă тунă. Уявра çĕнĕ сăра вĕретнĕ, çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçернĕ, автанпа чăх е така пуснă. Чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕнче Кĕр сăрине анлăн паллă турĕç.

Чи малтанах Шупашкаркассинче Халăх пĕрлĕхĕн кунне, туслăхпа килĕшÿ уявне ирттерчĕç. Ăна çак тăрăхра пурăннă, чăваш халăхĕн паттăрне Пăрттас çарпуçне халалларĕç.

22 Авăн, 2016

Чăвашсен йăлипе кăсăкланать

Анна Ижетникова И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче харăсах икĕ уйрăмра вĕренет. Пĕринче — куçăн майпа, тепринче куçăн мар майпа ăс пухать.

15 Утă, 2016

Шăпăр кун-çулĕ

Икĕ пин çул каялла никĕсленнĕ пирĕн халăхăмăрăн музыка культури.

XIX ĕмĕр варринче чăвашсен пирвайхи писателĕ тата этнографĕ Çĕпритун Янтуш /С.Михайлов/ чăваш музыки çинчен çырнă статьяра шăпăр чăвашсен чи авалхи музыка инструменчĕ пулнине, чăвашсем шăпăрçа асамçă вырăнне хурса хисепленине палăртать. Н.Егоров çапла çырать: «Авалрах чăвашсем кирек мĕнле вĕрсе каламалли музыка инструментне те «шăпăр» тенĕ иккен. Каярахпа кăна «шăпăр» сăмах халь эпир пурте пĕлекен икĕ кĕпçеллĕ, какăрлă та хăмпăллă музыка инструменчĕн ячĕ пулса тăнă. Апла тăк шăпăрсен несĕлĕсене унăн кÿлепине пăхса мар, ятне кура шырамалла».

4 Çĕртме, 2016

Юрă-ташăпа илемлĕ чăваш туйĕ

Тупкăч

Ĕлĕкхи туй йăли-йĕрки ялсенче манăçа тухса пырать. Халĕ уява кафере ирттерме тăрăшатпăр, тамада ертсе пырать. Çамрăк арăмсен туй çи-пуçĕ, ума çакмалли тенкĕ мĕнешкел хитре курăнатчĕ! Туй юррисене те асра тытасчĕ.

Pages