Комментари хушас

1 Утă, 2016

Пĕчĕк ялăн пысăк уявĕ

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кĕрлев ялĕнче Ял уявне ирттерчĕç. Кĕрлев пирки пĕрремĕш хут XVIII ĕмĕрте асăннă.

Уява Николай Сидоров пуçарăвĕпе тата Чучаковсен çемйи, Роза Савельева, Валентина Ефремова, Хĕрлĕ Чутайри "Пельменная" кафе ĕçченĕсем пулăшнипе йĕркеленĕ. Унта хаклă хăнасем те — Хĕрлĕ Чутай район пуçлăхĕ Александр Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, Штанаш ял тăрăхĕн ертÿçи Светлана Ефремова, çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан 97 çулти ĕçпе вăрçă ветеранĕ Алексей Яковлев — хутшăнчĕç. Ял историйĕпе кăсăкланакансем стена хаçачĕпе паллашрĕç.

Ялти сумлă ватăсене парнесемпе чысларĕç. Леонид Егоров, Алексей Яковлев, Нина Михайлова, Марфа Кассирова, Николай Ильин, Геннадий Никитин тата ыттисем хăй вăхăтĕнче кунне-çĕрне пĕлмесĕр колхоз хирĕнче, фермăра тăрăшнă, сак тулли ача-пăча ÿстернĕ, пурнăçри йывăрлăхсене парăнтарса хăйсене шеллемесĕр малаллах талпăннă.

Пĕрле ĕçсе çинĕ чăваш яшки, сăри, илемлĕ юррипе ташши ял халăхĕн асĕнче чылайччен упранĕç. Кун пек уяв Кĕрлевре пĕрремĕш хут иртрĕ.

Галина ЗОТОВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.