Комментари хушас

16 Чÿк, 2016

Чемен хулашĕнче, Кĕр сăри уявĕнче

Авалтан пыракан йăла-йĕркепе чăвашсем кĕрхи ĕçсене вĕçлесен Кĕр сăри паллă тунă. Уявра çĕнĕ сăра вĕретнĕ, çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçернĕ, автанпа чăх е така пуснă. Чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕнче Кĕр сăрине анлăн паллă турĕç.

Чи малтанах Шупашкаркассинче Халăх пĕрлĕхĕн кунне, туслăхпа килĕшÿ уявне ирттерчĕç. Ăна çак тăрăхра пурăннă, чăваш халăхĕн паттăрне Пăрттас çарпуçне халалларĕç.

Евгений Ерагин мăчаварпа Виталий Станьял ăсчах пил пачĕç, ваттисене асăнса сăра пички пуçларĕç. Уява Çÿлтикасси клубĕн ертÿçи Светлана Мартьянова ертсе пычĕ. Виталий Станьял музыкăпа искусствăна нумай çул аталантарнăшăн ăна ЧР халăх наукипе искусство академийĕн Федор Павлов композитор ячĕллĕ медалĕпе чысларĕ. «Хастар çынсем тăрăшсан ĕлĕкхи астăвăм паян та пурăнать», — терĕ вăл. Çавăн пекех Шупашкаркассинче чул-палăк уçма хутшăннă сумлă çынсем, Шупашкар районĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Хорасев, ЧР Таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Сорокин сăмах каларĕç. Чантăрти Вячеслав Вахтеркин ертсе пыракан «Пилеш», Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурăмпуç», Малти Ункăпуçри Родион Долгов ертсе пыракан «Ункă шевлисем», Çÿлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан «Палан» пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Хăнасемпе жюри членĕсем ял картишĕсене тишкерчĕç, апат-çимĕçне астиврĕç, сăрине тутанчĕç. Атăльял ял старостипе Владимир Матюшкинпа Тамара Шаплина вут чĕртсе шаркку пĕçернĕ, палан çырли компочĕ вĕретнĕ. Ял клубĕн ертÿçи Кристина Семенова хуран кукли пĕçернĕ. Нина Матюшкина, Валентина Мостарева тата Галина Романова виçĕ тĕрлĕ сăра вĕретнĕ. Николай Смирнов хăнасене сăра ĕçтерме сăнÿкерчĕкпе илемлетнĕ куркасем хатĕрленĕ. Геннадий Яковлев ăста уява хăваран ăсталанă тĕрлĕрен карçинкка илсе килнĕ. Салапайкассисен картишĕнчи сĕтел çинче кукăле «Кĕр сăри» тесе çырса илемлетнĕ. Вăрманкассинчи «Сăра картишĕн» сĕтелĕ çинче — 13 тĕрлĕ сăра. Вĕсене Александр Селедкинпа Надежда Ерманова Юлия Петуховăн рецепчĕсемпе хатĕрленĕ.

Уяв çĕнтерÿçисене Сергей Сорокинпа жюри членĕсем тĕрлĕ парнепе хавхалантарчĕç. ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисова К.В.Иванов ячĕллĕ культурологи тĕпчевĕсен фончĕн дипломĕпе, ЧР Пенсионерсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Валерий Сапожников вăрçă ачисене медальпе чысларĕç.

Николай ШУМЕР.Шупашкар районĕ,

Атăльял

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.