Чăвашсен йăлипе кăсăкланать

22 Авăн, 2016

Анна Ижетникова И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче харăсах икĕ уйрăмра вĕренет. Пĕринче — куçăн майпа, тепринче куçăн мар майпа ăс пухать. Çавăн пекех вăл пĕр турист компанийĕнче ĕçлеме те вăхăт тупать, Чăваш Ене килекен хăнасене чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарать. Студентка общество ĕçне те хастар хутшăнать. Университетра йĕркеленекен чылай мероприяти унсăрăн иртмест. Лара-тăра пĕлмен, пур çĕре те ĕлкĕрекен пултаруллă пикене ахальтен мар кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕпе хавхалантарнă. Иртнĕ семестра шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕçленĕскер çак уйăхран виçĕ стипенди илсе тăрĕ.

/Пуçламăшĕ 1-мĕш стр./.

Анна Ижетникова Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси ялĕнче ултă çул тултариччен пурăннă. Ашшĕ çĕре кĕрсен вĕсем амăшĕпе тата йăмăкĕпе Шупашкара пурăнма куçнă. Пике тĕп хулари 19-мĕш шкул сукмакне такăрлатнă. Ялта чăвашла калаçса ÿснĕ хĕрача вырăс чĕлхине япăх пĕлнĕ. Акцентпа калаçнă, вырăсла текста ăнланманнипе тепĕр чухне ăна пăхмасăр вĕренни те пулнă. Çапах Анна мĕн пур йывăрлăха парăнтарнă.

9-мĕш класс хыççăн вăл Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Унта фольклор уйрăмĕнче ăсталăхне туптанă. Педагогсем сĕннипе вăл республикăри чăваш ялĕсене тухса çÿренĕ, ватă çынсенчен упранса юлнă юрă-ташă пирки ыйтса пĕлнĕ. Кинемейсемпе мучисем каласа кăтартнине диктофона çыртарнă вăл. Кайран пухнă материалсенчен диплом ĕçĕ çырнă. Анна Элĕк районĕнче пурăнакансен йăли-йĕркине тĕпченĕ.

Кăçал пике Чăвашсен «Хавал» общество организацийĕ йĕркеленĕ уйлăха хутшăннă. Унта ăна Александр Блинов чĕннĕ. Чăвашла таса калаçакан пикене çак чĕлхене пачах пĕлменнисен ушкăнне вĕрентме шаннă. Анна вĕсемпе пĕр эрне ĕçленĕ. Малтан шикленнĕ вăл, каярахпа ăна учитель тивĕçне пурнăçлама килĕшнĕ. Нумаях пулмасть журналистика уйрăмĕнче куçăн мар майпа вĕренекен пикене «Хавал» общество организацийĕ Наци телерадиокомпанийĕнче хăйсем йĕркеленĕ кăларăма ертсе пыма чĕннĕ. Анна килĕшнĕ. Май пур чухне хăвна пулас профессире мĕншĕн тĕрĕслесе пăхас мар?

Аня «Çĕнĕ хум» çамрăк чăваш çыравçисемпе ÿнерçисен конкурсĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Вăл «Лайăх реклама» енĕпе номинант пулнă. Тупăшу валли пике «Тĕнче кирек епле пулсан та халăх йăли-йĕркине ан ман» темăпа реклама хатĕрленĕ. Унăн ĕçне жюри членĕсем тивĕçлипе хаклани пикене хавхалантарнă.

Нумаях пулмасть И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна Токиори университетран Синджиро Казама профессор килнĕ. Вăл тĕрĕк ушкăнне кĕрекен чĕлхесене тĕпчет. Профессор чăваш диалекчĕсемпе те кăсăкланнă. Аня хăнапа икĕ кун ĕçленĕ. Пĕрремĕш кунхине вăл профессор ыйтнă 150 сăмаха тури чăвашсен диалекчĕпе куçарнă. Иккĕмĕшĕнче сăмах çаврăнăшĕсене чăвашла мĕнле илтĕннине диктофона çыртарнă. Тĕрлĕ халăх диалектне пухса профессор словарь кăларасшăн. Унăн электрон версийĕпе те, аудиоçырăвĕпе те паллашма май пулĕ. Аня хăнана «Кĕçĕр вăйлă çумăр çунă» чăваш халăх юррине шăрантарса савăнтарнă. Сăмах май, пике факультета килекен чылай хăнана чăваш тумĕпе кĕтсе илет, тăван халăх юрри-ташшипе савăнтарать.

Студенткăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Халĕ вăл авăнăн 23-мĕшĕнче Наци библиотекинче иртекен конференци валли доклад хатĕрлет. Аня унта Элĕк районĕнчи чăвашсем салтака ăсатнă чухнехи йăла-йĕрке çинчен каласа кăтартĕ.

Шкулта вĕреннĕ чухне Анна актриса пулма ĕмĕтленнĕ. Аслă пĕлĕве Хусанти консерваторире илме тĕллев тытнăскер И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки ăнсăртран пулса тăнă. Пушă чухне пике юлташĕсемпе тĕл пулма, театра çитсе спектакль курма, амăшне кил-тĕрĕшре пулăшма тăрăшать.

Любовь ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.