Шăпăр кун-çулĕ

15 Утă, 2016

Икĕ пин çул каялла никĕсленнĕ пирĕн халăхăмăрăн музыка культури.

XIX ĕмĕр варринче чăвашсен пирвайхи писателĕ тата этнографĕ Çĕпритун Янтуш /С.Михайлов/ чăваш музыки çинчен çырнă статьяра шăпăр чăвашсен чи авалхи музыка инструменчĕ пулнине, чăвашсем шăпăрçа асамçă вырăнне хурса хисепленине палăртать. Н.Егоров çапла çырать: «Авалрах чăвашсем кирек мĕнле вĕрсе каламалли музыка инструментне те «шăпăр» тенĕ иккен. Каярахпа кăна «шăпăр» сăмах халь эпир пурте пĕлекен икĕ кĕпçеллĕ, какăрлă та хăмпăллă музыка инструменчĕн ячĕ пулса тăнă. Апла тăк шăпăрсен несĕлĕсене унăн кÿлепине пăхса мар, ятне кура шырамалла».

В.Сергеев тĕпчевçĕ тунгус-маньчжур чĕлхисенче виçĕ пине яхăн пăлхар-чăваш сăмахĕсене тупнă. Монгол йăхĕсем — халхасем, бурятсем, ойратсем, калмăксем — огур-пăлхарсенчен вĕрсе каламалли музыка инструментне тата ăна палăртакан «шăпăр» сăмаха йышăнса юлнă. Пăлхар-чăваш сăмахĕсем тĕрлĕ халăх чĕлхисене кĕрсе çирĕпленнĕ. Акă, тĕслĕхрен, пăлхарла шыбыр, монголла шуур, чăвашла шăпăр. Шоор — тувасен, шогур — алтайсен, шоор — казахсен, чоор — кăркăссен. Вĕсем пурте пĕр кăкран пуçланса кайнă.

Н.Егоров шухăшĕпе — авалхи пăлхар ăрăвĕсем Вăтам Ази урлă каçнă чухне унти иран чĕлхиллĕ халăхсене шăпăр калама вĕрентсе хăварнă. Перссен шейпурĕ хальхи чăваш шăпăрĕнчен нимпе те уйрăлса тăмасть. Араб халифачĕ VII ĕмĕрте Персипе Ирана çавăрса илсен шăпăр Арави çурутравне пырса кĕнĕ. Арабсем вĕрсе каламалли музыка инструментне халĕ те шейпур теççĕ. Болгар тĕпчевçи С.Дончев шухăшĕпе — Европăна хăшпĕр музыка инструментне пăлхарсем илсе килнĕ. Дунай çинчи пăлхарсем чĕлĕхлĕ, вĕркĕчлĕ цафару ятпа упраса хăварнă. П.Денисов 2006 çулта хăйĕн асаилĕвĕнче çапла палăртать: «Халĕ те Болгарире цафару кĕввипе кар тăрса ташлаççĕ».

Я.Кузьмин-Юманади шăпăр сăмаха чăвашсем авалхи хазар еврейсенчен илме пултарнă тет. Курт Закс еврейсен така мăйракинчен тунă инструментне икĕ ятпа палăртать: шофар е керен. Тен, шуур, шăпăр, цафар тата шофар сăмахсем пĕр кăкран пуçланса кайнă? Тĕпчевçĕсен ку ыйтупа шухăшламалăх пур. Вĕсен хуравне пĕлес килет.

Вăтам Атăл тăрăхне куçса килсен пăлхарсем хăйсен музыка ăсталăхне кÿршĕри халăхсене вĕрентнĕ. Чĕлхе çакна аван кăтартса парать: шăпăра марисем шÿвĕр теççĕ.

Шăпăр ăсталама вăкăр е ĕне хăмпи кирлĕ. Хăмпа тĕрлĕ ирĕлчĕкре тытнă, йăваласа çемçетнĕ. Ун хыççăн хатĕр шăтăка шăпăр вулли кĕртсе лартнă. Хирĕç тепĕр шăтăк тунă, унта вĕркĕч вырнаçтарнă. Шăпăр вуллинче икĕ пăрăх е икĕ вăрăм шăтăк. Пăрăх сарлакăшĕ 5-10 миллиметр пулма пултарать, вĕсем çинче — кĕвĕ шăтăкĕсем. Кĕвĕ сассине вăйлатма шăпăр вуллин вĕçне мăйрака майлаштарса лартаççĕ, ун çине кăмăш тăхăнтартаççĕ. Тепĕр пуçĕнче — кĕвĕ каламалли чĕлĕхсем. Вĕсене хăмăшран ăсталанă. Сасă хулăнрах е çинçерех тухасси тĕрлĕ сăлтавран килет, чĕлĕхĕ кăшт шаларах е туларах лартсан та сасă улшăнать. Кĕвĕ ĕнĕрленĕ чухне шăпăр вулли çинче шăтăксем тума тивет. Кĕвĕ-çемĕ ăсти вăл шăтăксене ăвăспа кăшт хупласа е уçса ĕнĕрленĕ. Шăпăр хăмпи ăнсăртран çурăлсан е шăтсан шăпăр вуллине çеç, икĕ чĕлĕхне çăвара хыпса вĕрсе калаççĕ. Паллах, шăпăр вуллипе, шăпăрпа танлаштарсан, калама кăткăсрах. Икĕ пин çул каяллах Тĕп Азире çуралса, пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă музыка хатĕрне — вĕрсе каламалли чĕлĕхлĕ шăпăра — вăйçăсен аллинче курас килет.

Виктор ЧЕРНОВ.

Çĕрпÿ районĕ, Туçи ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.