Вулакан страници

17 Нарăс, 2015

Çĕр-аннене хисеплемелле

Мăшăрăмпа иксĕмĕр хура куракла пурăнатпăр: хĕлле - хулара, çăва тухсан - ялта. Пире, çĕр çыннисене, усă курман лаптăксене хытхура тата хăй тĕллĕн шăтса тухнă хунав пусса илни шухăшлаттарать. Сухаламан, тухăçпа савăнтарман уйсем унта та кунта сарăлса выртаççĕ. Вăрмансенче те йĕрке çук, санитари тасатăвĕ ирттерменнипе вĕсем хăрăк туратпа, çĕршĕнсе хуçăлнă йывăçпа тулса ларнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче çĕкленĕ выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем паян арканса-ишĕлсе лараççĕ, тавралăха сăнсăрлатаççĕ. Пирĕн тăрăхри "Слава" совхоз çак ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче путланчĕ. Икĕ хутлă кантурĕ пушах ларать.

17 Нарăс, 2015

Чăвашла маннă тейĕн...

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассири шкулăн 125 çулхи юбилейне паллă тумашкăн кунта тĕрлĕ вăхăтра пĕлÿ илнĕ ентешсем таçтан та пухăнчĕç. ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин, район администрацийĕн представителĕсем те уява хутшăнчĕç. Вĕренÿ учрежденине парнепе чыслакан сахал мар пулчĕ паллах.

Мана вара урăххи канăçсăрлантарчĕ: тухса калаçакансем те, чыславшăн тав тăвакансем те пурте тенĕ пекех вырăсла пуплерĕç, шкул ачисем те вырăс юррисене шăрантарчĕç - итлесе ларакансене хăйсем çак чĕлхене аван пĕлнине кăтартасшăн пулчĕç ахăр.

17 Нарăс, 2015

Инвалид пулăшу кĕтет

Манăн кукамай - пĕрремĕш ушкăн инваличĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ытти çамрăкпа пĕрле ăна та вăрман касма янă. Кунĕпе ĕçлесе ывăннăскерсем хĕллехи пĕр кун мунча кĕме кайнă. Çăвăнса тухнăскерсене типĕнсе çитмесĕрех тыл ĕçченĕсем пурăнакан общежитие каялла илсе пынă. Çатăр сивĕре кукамайăн çÿçĕ самантрах пăрланса ларнă, пуçĕ хытă шăннă. Ăшă пÿлĕме кĕрсен вăл кăмака çумне тĕршĕннĕ. Çине-çинех сунаслама тытăнсан хăлхи шавлама пуçланă, ун хыççăн унăн çурхахĕ çурăлса кайнă - çирĕм çиччĕри çамрăк хĕрарăм самантрах инвалид пулса тăнă. Тухтăрсен диагнозĕ: икĕ хăлхи те илтми пулни.

20 Авăн, 2014

Чăваш халăхĕн тĕп хаçатĕнче - "Хыпарта" - сире мĕн килĕшмест, мĕн çитмест, мĕн сĕнетĕр?

Чĕрĕлĕх варкăшĕ кĕртмелле

1906 çулта тухма пуçланă «Хыпар» - наци символĕ. Республикăри урăх нимĕнле кăларăм та чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕ пулма пултараймасть. Хаçатра кам ĕçленине пăхмасăр «Хыпара» яланах юратса вуланă, вулăп та. Хăйне евĕрлĕ пулнипе те килĕшет вăл мана.

Pages