Чăваш халăхĕн тĕп хаçатĕнче - "Хыпарта" - сире мĕн килĕшмест, мĕн çитмест, мĕн сĕнетĕр?

20 Авăн, 2014

Чĕрĕлĕх варкăшĕ кĕртмелле

1906 çулта тухма пуçланă «Хыпар» - наци символĕ. Республикăри урăх нимĕнле кăларăм та чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕ пулма пултараймасть. Хаçатра кам ĕçленине пăхмасăр «Хыпара» яланах юратса вуланă, вулăп та. Хăйне евĕрлĕ пулнипе те килĕшет вăл мана.

Кашни кун тухакан хаçатра информаци ытларах кирлĕ. Пысăк калăпăшлă материалсем пичетленни вырăнлах мар пек туйăнать. «Тырă акнă, тырă вырнă» йышши статьясем те илĕртмеççĕ. Хаçатра пысăк проблемăсене хускатмалла. Ял шăпипе, кун-çулĕпе çыхăннă ыйтусене çĕклемелле. Хăть мĕнле пулсан та чăваш халăхĕн пуласлăхĕ ялпа çыхăннă.

Чĕрĕ, çивĕч материалсем ытларах кун çути курсан - хаçата вулакан та йышланĕ.

Виталий РОДИОНОВ,

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ литература кафедрин пуçлăхĕ

 

Кăсăклă хыпарсем кашни районтанах пулччăр

- «Хыпарăн» хăйĕн чĕлхи, вулаканĕ. Хаçата куллен вулатăп, йăнăш сахал куратăп. Ытларах чухне пĕр авторсем çыраççĕ. Материалсене кам редакцилени, камăн алли витĕр тухни тÿрех курăнать.

В.Смирнова «Хÿтлĕх» кăларăма хăйне евĕр туса пырать. «Епле ĕлкĕрет-ши?» - тесе шухăшлатăп тепĕр чухне. Н.Смирновăпа Н.Коновалов иккĕшех пĕр хаçат тултарма хатĕр пек туйăнать. Икĕ çул телевизор пăхмастăп. Криминал йăлăхтарчĕ. Çапах та Коновалов тусăм мĕн çырать-ши тесе хаçата уçса пăхатăп.

Культура пайĕнче ĕçлекенсене çăмăл мар. Вĕсем малалла йывăрлăхсене çĕнтерсе утаççĕ. Кăçал Культура çулталăкĕ пулнипе - пушшех те. Çак рубрикăпа пичетленекен кĕске хыпарсене кăмăлласа вулатăп.

«Хыпарти» спорт темипе çырнă метериалсене пăхса пыратăп та спортра кире пуканĕ çеç пек туйăнать. Ыттисем пирки те çырмалла. Пĕтĕмпех пĕр шайра пулса пытăр.

Пĕр районтан темиçе хыпар тухса каять тата. Çакă килĕшÿллех мар пек туйăнать.

Театр çинчен çырнă рецензисене, уйрăм артистсем пирки çырнă материалсене курас килет. А.Юрату çак рубрикăна «Çамрăксен хаçатĕнче» тытса пырать-ха. «Хыпарта» та курас килет çавăн евĕрлисене. Кино пирки çур çулта пĕрре рецензи çырсан аванччĕ. Çынсем кинона та çÿреме пăрахрĕç вĕт.

Герман ЖЕЛТУХИН,

хаçат тусĕ

 

Шурри çумĕнче хури те пур

«Хыпар» хаçата тахçантанпах çырăнса илетĕп, юратсах вулатăп. Унта кăсăклă та чуна тыткăнлакан, шухăшлаттаракан статья сахал мар. Хаçат страницисенче спорт темине çутатни маншăн, «Спорт - пирĕн тус», «Вăйлисемпе хăюллисен шкулĕ», «Вăрмарсем - Олимп çулĕпе» тата ытти кĕнеке авторĕшĕн, хальхи вăхăтра, уйрăмах Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум çывхарнă май, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăваш спортсменĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарни çамрăксемпе ачасене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, спортпа туслă пулма вĕрентет. Анчах начаррипе япăххи пирки те манмалла мар, мĕншĕн тесен çитменлĕхсем кашни отрасльте пур.

«Вырăнти хăй тытăмлăх» кăларăма та палăртас килет. Унта старостăсен, район тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, ялти пултаруллă çынсен пурнăçĕ аван курăнать. Çав вăхăтрах хресчене пăшăрхантаракан ыйтусене тата та анлăрах çутатни пăсмĕччĕ. Калăпăр, ют çĕр-шывран апат-çимĕç илсе килме чарнăранпа хресчен шухăш-кăмăлĕ еплерех улшăннă?

Хаçатра критикăллă материалсем çитменни курăнать. Чылай статьяра ыррипе лайăххи кăна. Ку аван-ха. Çапах шурри çумĕнче хури те пурах ĕнтĕ.

Анатолий ХОВАНСКИЙ,

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

 

 

Сăн-пичĕ çеç мар, статьясен пахалăхĕ улшăнни те туйăнать

- Эпĕ "Хыпара" киоскран илетĕп. Пĕр номерне те сиктермесĕр тăван халăхăн пурнăçне, ĕçне-хĕлне туллин çутатса тăракан хаçатра кун çути куракан статьясем, пĕтĕмĕшле илсен, çырлахтараççĕ мана. Журналистсем халĕччен мĕн тунипе килĕшсе ларманни, çĕнĕ шыравсене тухни вулакансене кăсăк материалсем сĕнме тăрăшни лайăх палăрать. Коллектив пĕр шухăш-тĕллевлĕ, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланни аван сисĕнет. Юлашки вăхăтра "Хыпарăн" сăн-пичĕ кăна мар, унта вырăн тупакан статьясен содержанийĕ те палăрмаллах улшăнма тытăннине хаçата куллен-кун вуласа тăракансем çийĕнчех асăрхаса илчĕç. Редакци коллективĕ вулакансен кăмăлне çавăрма çĕнĕ майсем шырани куç умĕнчех.

Мĕн пăшăрхантарать-ха мана? Общество корреспонденчĕсен хушшинче "чун инженерĕсем" - çыравçăсем - ытла та сахал. Республикăра пултарулăх союзĕсем темиçе, анчах темшĕн-çке вĕсен членĕсем - халăха хăйсен хайлавĕсемпе савăнтарса тăма тивĕç поэтсемпе писательсем - наци хаçачĕпе çыхăну тытмаççĕ. Манăн вĕсене вулакансене хумхантаракан ыйтусемпе публицистика сулăмĕллĕ статьясем çыртарас килет. Хальлĕхе вара чылайăшĕшĕн "Хыпар" çук та тейĕн.

Серафим ЕФИМОВ,

Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, Йĕпреç поселокĕн хисеплĕ çынни

 

Хавхалану ÿсетчĕ

Хаçат хăйĕн вăрăм историйĕнче сăнне те, вулаканне те тупнă. Унта ăс валли те, чун валли те кăсăклă статья нумай пичетленет. Вăл малашне мĕнле пуласси редакци ĕçченĕсенчен те, штатра тăман авторсен хастарлăхĕнчен те нумай килет. Çавăнпа та, хаçатăн ялсенче пурăнакан тусĕсемпе тытакан çыхăнăва анлăлатмалла, вăйлатмалла пек туйăнать. Кÿренсе ан йышăнăр та, хальлĕхе хаçат ĕçченĕсен материалĕсем ытларах пичетленеççĕ. Ялкор малтан та, халĕ те туйăмлă вăй пулнине самантлăха та манас марччĕ. Вĕсем валли тĕрлĕ семинар, конференци ирттерни паян та асăмрах. Ĕçтешсен опычĕпе паллашни каярахпа самай пысăк усă паратчĕ, хавхалану ÿсетчĕ.

«Хыпара» çул çинче те вулама меллĕ. Хăш-пĕр хаçат чылай статьяна Интернетра уйрăм лартать. Чăваш халăх хаçачĕ кашни страницăна пĕтĕмпех вырнаçтарать. Чăн хаçата алла илнĕ пекех туйăнать.

Николай ПЛАТОНОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ /Шупашкар районĕ/

 

Пĕлтерĕшĕпе витĕмĕ татах çĕклентĕр

- "Камăн мĕн ыратать - çавăн çинчен сăмахлама юратать"тенешкел, мана, тăхăр теçетке çула çитсе пыракан вăрманçăна, Чăваш халăхĕн хаçатĕнче тăван тавралăха, çут çанталăка упрама, вĕсен пуянлăхне хушса пыма чĕнсе çырнă статьясем ытларах кăмăла каяççĕ. Эпĕ вĕсене касса илсе ятарлă папкăна хуратăп. Пытарма кирлĕ мар, юлашки вăхăтра пирĕн республикăра та экологи ыйтăвĕсем çивĕчленме тытăнни куç кĕрет. "Хыпар" авторĕсем вĕсене хăюллăнах çĕклени, "хĕрĕме каланине кинĕм илттĕр" тенĕ пек çырманни, яваплă çынсене тарăннăн шухăшлаттарма тивĕçлĕ хайлавсемпе вулакансен умне тухни савăнтарать мана. Çакăн хыççăн, паллах, ытти вулакана та çав ушкăнах кĕртмелле, журналистсем хускатнă ыйтусем ĕçпе мĕнлерех çирĕпленсе пынине те пĕлес килет. Хальлĕхе вара хаçатра "Мерăсем йышăннă" рубрика хушăран-хушă кăна курăнкалать. Манăн шухăшăмпа, ăна, тем тесессĕн те, вырăн памаллах. "Хыпарăн" витĕмĕпе пĕлтерĕшĕ кун хыççăн тата та ÿснĕ пулĕччĕ.

Эпĕ наци хаçачĕпе 60 çула яхăнах туслă. Пушкăрт Республикинче 10 çул ĕçлесе пурăннă хыççăн Йĕпреçри вăрман комбинатĕнче тĕпленнĕренпех ăна çырăнса илетĕп. Паянхи "хыпарçăсем" аслă ĕçтешĕсен эстафетине шанчăклăн малалла çирĕппĕн тытса пыни яр уççăн курăнать. Вĕсене чыслă та пархатарлă ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатăп.

Николай НИКОЛАЕВ,

вăрман ĕçĕн ветеранĕ, Йĕпреç поселокĕн хисеплĕ çынни

 

Ял çыннисем пушă вăхăтне мĕнле ирттернине те пĕлес килет

- "Хыпар" физкультурăпа спорт темине анлăн çутатса тăрать. Çак палăрăм халĕ, пирĕн республикăн тĕп хулинче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хутшăнакансене кĕтсе илме хатĕрленнĕ кунсенче, уйрăмах вăйлăн сисĕнсе тăрать. Тĕнче шайĕнчи мероприятие Чăваш Енре ирттерме суйласа илни ăнсăртран мар. Пирĕн хăнасен умĕнче тулли кăмăлтан тата мăнаçланса калаçмалли пурах. "Хыпар" ÿлĕмрен те сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, халăхăн анлă ушкăнĕсене физкультурăпа спорта юратма хавхалантаракансем, паянхи яш-кĕрĕм ГТО виçисене пама хутшăнса тăвакан ÿсĕм-çитĕнÿсем çинчен çырассине тĕпе хурĕ.

Эпĕ чылайранпа ялта пурăннăран хаçатра тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кăна мар, вĕсем хăйсен пушă вăхăтне мĕнлерех ирттернипе паллаштаракан статьясем те вулас килет. Тата пĕчĕк ялсем çинчен те манса каяс марччĕ. Хăйсен кăмăлне тивĕçтерекен ĕç çуккипе çавăн пек ялсенчи яш-кĕрĕм наркăмăшлă шĕвек енне туртăнни, çакă çамрăксене "хĕреслĕ яла" илсе кайни хаш! сывлаттарать. "Хыпар" кун пирки пурне те илтĕнмелле чан çаптăрччĕ.

Михаил ПЕТРОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Йĕпреçри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.