Витĕмлĕ
ÇĔМĔРТ ÇИНЧЕН - МАЛАЛЛА
- Куç шыçсан çĕмĕртĕн 1 апат кашăкĕ типĕтнĕ е чĕрĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 15 минутран сăрăхтармалла. Куçсем çине çак шĕвекре йĕпетнĕ таса марля хумалла.
- Япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлсан, ура гангрени пулсан, туберкулез чухне 1 апат кашăкĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Гангрена аптратсан вара çапла сипленнĕ вăхăтрах сиенленнĕ вырăна чечек шĕвекĕнче йĕпетнĕ пусма хумалла.
ÇĔМĔРТ ШАП-ШУРĂ ÇЕÇКЕРЕ
Çĕмĕрт çимĕçĕнчен хатĕрленĕ препаратсем, хытаракан япаласем пуррине кура, варвиттирен, вар-хырăмăн ытти ĕçĕ пăсăлсан сиплеççĕ.
Хуппин препарачĕсем - тар кăларакан, вĕрилентернине ирттерекен, шăк хăвалакан, çулçин препарачĕсем - хытаракан, витаминсемпе тивĕçтерекен, чечекĕнчен хатĕрленисем шыççа хирĕçле, сурана ÿт илтерекен, бактерисемпе кĕрешекен витĕмпе палăрса тăраççĕ.