Комментари хушас

22 Ака, 2015

ÇĔМĔРТ ÇИНЧЕН - МАЛАЛЛА

  • Куç шыçсан çĕмĕртĕн 1 апат кашăкĕ типĕтнĕ е чĕрĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 15 минутран сăрăхтармалла. Куçсем çине çак шĕвекре йĕпетнĕ таса марля хумалла.
  • Япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлсан, ура гангрени пулсан, туберкулез чухне 1 апат кашăкĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Гангрена аптратсан вара çапла сипленнĕ вăхăтрах сиенленнĕ вырăна чечек шĕвекĕнче йĕпетнĕ пусма хумалла.
  • Ревматизм тертлентерсен 3 апат кашăкĕ çĕмĕрт чечекне тасатнă 1 литр краççина ярса 10 кун лартмалла. Чирлĕ вырăна сăтăрма усă курмалла.
  • Трихомонадлă кольпитран ирхине тата каçхине çĕмĕрт чечекĕн, çулçин, çимĕçĕн шĕвекĕпе пĕрĕхтерсе сипленеççĕ: 3 апат кашăкĕ типĕ чĕртавара 1 литр шыва ямалла, 15 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Çакăнпа пĕрлех кунне 3 хут тепĕр тĕрлĕ шĕвек çуршар стакан ĕçмелле. Ăна çапла хатĕрлемелле: 1 чей кашăкĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта çăтă хупса 1 сехет лартмалла.
  • Пĕвер чирĕсенчен сипленме 1 апат кашăкĕ чечеке 250 миллилитр шыва ямалла, шыв мунчине лартса 20 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла, малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3 хут 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.