Комментари хушас

8 Ака, 2015

ÇĔМĔРТ ШАП-ШУРĂ ÇЕÇКЕРЕ

Çĕмĕрт çимĕçĕнчен хатĕрленĕ препаратсем, хытаракан япаласем пуррине кура, варвиттирен, вар-хырăмăн ытти ĕçĕ пăсăлсан сиплеççĕ.

Хуппин препарачĕсем - тар кăларакан, вĕрилентернине ирттерекен, шăк хăвалакан, çулçин препарачĕсем - хытаракан, витаминсемпе тивĕçтерекен, чечекĕнчен хатĕрленисем шыççа хирĕçле, сурана ÿт илтерекен, бактерисемпе кĕрешекен витĕмпе палăрса тăраççĕ.

Анчах çĕмĕртре усăллă япаласемсĕр пуçне амигдалин пур. Организма лексен вăл наркăмăшлантарма пултарать. Çавăнпа çĕмĕрт шĕвекĕсене рецептра кăтартнă виçене çирĕп пăхăнса ĕçмелле. Сиплеве тытăниччен специалистпа канашласан тĕрĕсрех.

Варвитти чухне çĕмĕртĕн 1 апат кашăкĕ чĕрĕ çырлине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен, анчах 5 кунран ытла мар.

Шăнса пăсăлсан, шăнтса пăрахсан, ÿслĕкрен, циститран сипленме çĕмĕртĕн 1 апат кашăкĕ типĕ хуппине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле, илсен 2 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Чечекĕн шĕвекĕпе сурансемпе кĕсенсене çăваççĕ. 1 чей кашăкĕ типĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 минутран сăрăхтармалла. Çак шĕвекпех стоматит чухне кунне 3-4 хут çăвара чÿхеççĕ, ангина аптратсан - пыра.

Асăрханăр! Çĕмĕрт препарачĕсене ача кĕтекен хăрарăмсен, вар хытнипе, геморройпа, тÿрĕ пыршă çуркаланнипе аптракансен ĕçме юрамасть. Унсăр пуçне çеçке çурнă çĕмĕрт турачĕсене пÿлĕмре тытмасан лайăхрах, мĕншĕн тесен чечекĕн шăршине пула пуç ыратма, çаврăнма пултарать. Ку каллех ÿсен-тăранра амигдалин пуррипе çыхăннă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.